Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултараймастӑр (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑр тума пултараймастӑр тӑк, вырӑнти ҫынсене, депутатсен ушкӑнне явӑҫтарӑр е лайӑх кӑтарту тума пулӑшакан урӑх йышӑну тӑвӑр.

Не можете сами справиться, привлеките самих жителей, депутатский корпус или найдите иное решение, которое приведет к положительному результату.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ыйтма та пултараймастӑр!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов цирк хуҫи патне чупса пычӗ те: — Сударь, эсир кӗрешӗве чарма пултараймастӑр!.. — хирӗҫ тавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсир ӑна хушма пултараймастӑр, вӑл мана ҫеҫ пӑхӑнать, — йӗкӗлтешсе калаҫрӗ Архипов, — мана ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах харӑсах темиҫе ӗҫе ан пуҫӑнӑр - тен, пултараймастӑр.

Только не беритесь за несколько дел сразу, эта ноша грозит оказаться вам не по плечу.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир вредитель пулма пултараймастӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа та эсир кайма пултараймастӑр, сирӗн ним каламасӑр кайма тивӗҫ ҫук!

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Неушлӗ вара эсир тепӗр ҫыннӑн хуйхине, унӑн хурлӑхне ӑнланма пултараймастӑр?

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пултараймастӑр пулсан — тухӑр та кайӑр, чаракан ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах эсир ӑна нимӗнле тимӗр тӑлӑпа та тӑллама пултараймастӑр!

Но ни в какие кандалы вы его не закуете!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эсир манӑн атте пулма пултараймастӑр, — терӗ ӑна Фретич лӑпкӑн.

— Не можете вы мне стать отцом, — ответил Фретич спокойно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсир кӗлетрен пӗр пӗрчӗ юлми шӑлса тухма пултараймастӑр.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫынна хирӗҫ тӑма пултараймастӑр!

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эсир айккинче юлма пултараймастӑр.

Но и оставаться в стороне вы не сможете.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир халӗ лару-тӑрӑва объективлӑ хаклама пултараймастӑр.

Сейчас вы не сможете объективно оценить ситуацию.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ним тума та пултараймастӑр пек туйӑнӗ.

Вам покажется, что вы ни на что не годны.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Урасмет шӑртланма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, Чураппана хӑвӑр хӗрӗре итлеттерме пултараймастӑр тесе намӑслантарма хатӗрленнӗччӗ, Тукай килсе кӗчӗ те, чӗлхе-ҫӑвар ҫыхланса ларчӗ, алманчӑ ытлашши сӑмах персе ярса пӗтӗм ӗҫе пӑсса пӑрахасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсир ман ҫинчен апла шухӑшлама пултараймастӑр!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр харпӑр пӳрт-ҫуртӑр тавра ҫаврӑнкаланипе ҫеҫ тӑшмана ҫӗнме пултараймастӑр тесе вӗрентнисене итлемен морозовски дивизин хытах лутӑрканнӑ стрелковӑй чаҫӗсем халӗ хӑйсен йӑнӑшне тӳрлетрӗҫ.

Сильно потрепанные стрелковые части Морозовской дивизии, не послушавшие разумных доводов, — что нельзя победить, крутясь у одной своей хаты, — искупали ошибку,

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Буржуйсем ҫапла калаҫҫӗ: эсир, рабочисем, государствӑна ертсе пыма пултараймастӑр, теҫҫӗ.

— Буржуи говорят, что мы, рабочие, не сумеем управлять государством.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех