Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултараймарӗ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хресченсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса, драгунсем ним хускалми тӑракан хусахсене пырса ҫапрӗҫ, халь тин ҫапӑҫу йӗркине патька-патша хӑйне кирлӗ пек улӑштарма пултараймарӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл уйрӑмах Асмантее манма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах вӑл нимӗн те каласа пама пултараймарӗ, кӑшкӑрашрӗ ҫеҫ:

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей офицера этем тесе шутлама та пултараймарӗ

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗскӗн чӑваш ҫӗре кӗнӗшӗн Савантер айӑплӑ мар-ха ӗнтӗ, вӑл ҫакна лайӑх пӗлет, ҫапах та ҫав ҫамрӑкӑн ҫӗре чикес умӗн куҫӗнче упраннӑ ӳпкеве, тархаслӑва, ылханӑва ниепле те манма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурӑ пӗсехелли ҫак самантпа усӑ курмасӑр юлма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савкилтасӑр ӑна никам та юсама пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытти чухне лӑпкӑ пулнӑ Андрей халӗ урӑх чӑтса выртма пултараймарӗ, сасартӑк шуралса кайнӑскер, ман ума чупса пычӗ те чӗтрекен сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Елена Максимовна хӑй ачине, сӑлтавне пӗлмесӗр, айӑплама та, ӳпкелеме те пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах пирӗн таса хаярлӑхпа ҫӗкленнӗ хӑюлӑха, паттӑрла кӗрешӗве никам та, нимӗнле усал вӑй та путлантарма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Аллинчи турата вӗҫертсе ярса (вӑл ӑна халӗ ниепле те пулӑшма пултараймарӗ), чӑппӑл-чаппӑл тутарса, йӑлхана пӑчӑрт-пӑчӑрт ашса, пӗтӗм вӑйран малалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хирӗҫлеме те, килӗшме те пултараймарӗ, Лариса сӑмахӗсем вара хӑлхара йӗрӗнтермӗш кӗвӗ евӗрлех янӑрарӗҫ те янӑрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ревлен Петрович Корнеева тек итлеме пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эпӗ хамах, пулӑшма кирлӗ мар, Ревлен Петрович, — ура ҫине тӑма хӑтланчӗ Андрей, анчах пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсен хушши виҫ-тӑват утӑм юлсан тин арҫын ача мастера асӑрхарӗ, аяккалла пӑрӑнма тесе ун-кун пӑхкаларӗ, анчах та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мокин урӑх хирӗҫлеме пултараймарӗ, мӑк-мак тукаларӗ те хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халӗ ак вӑл хӑйне темӗнле тимӗр карта ӑшӗнчи кайӑк евӗр туйрӗ, сӑмах калама та, хирӗҫлеме те, килӗшме те пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Урапа ҫинче ларса пыракан хӗрарӑм та, мӗнле хӑрушлӑха лекнине халӗ тин ӑнкарса илнӗскер, ҫухалса кайрӗ, лашине чарма та, аяккалла пӑрма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хытӑ ыратнипе вӑл вырӑнтан та хускалма пултараймарӗ.

Острая боль парализовала движение.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваня вара ҫавӑн чух хӗрӗн илемлӗ пичӗ ҫинчен куҫне те илме пултараймарӗ.

Ваня почувствовал, что при всем желании не может оторвать от нее восхищенного взгляда.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех