Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултараймарӑм (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ҫемьери ӗҫе хутшӑнни аванах та мар пуль, анчах эпӗ сан умра чӗнмесӗр тӑма пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах эпӗ Николай Ананьевич операци тунӑ ҫӗре мана шанса чӗннине хирӗҫлеме пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Суятӑп: пур ҫырусене те пытарма пултараймарӑм

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тепӗр хут амантса урана та татрӗҫ, вӑрҫӑ та чарӑнчӗ, заводра та ӗҫлерӗм, институтра та вӗрентӗм, акӑ аспирантура та пӗтеретӗп, ҫапах та Шурӑна манса кайма пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапах та эпӗ Шурӑна ниепле те ҫиленме пултараймарӑм

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тен, вӗсем ҫав тери илемлӗ пуль, анчах эпӗ вӗсене ӑнланма та, итлеме те пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ ҫак самант килессе нумай кӗтрӗм, ҫавӑнпа ӗҫ пӑрахиччен тӳсме пултараймарӑм

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуравӗ шутсӑр ансат: эпӗ тӑрмашса пӑхрӑм, анчах та пултараймарӑм.

Ответ очень прост: я старался, но у меня ничего не вышло.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ вӑл айӑпласа каланисене Звягинцев чӑнах та ятарласа, юри шухӑшласа тунине ӗненме пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах тӗрӗслӗх пуринчен те хаклӑрах, ҫавӑнпа та эпӗ вӑл ҫын пирки чӑннине каламасӑр тӑма пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пирвайхи вӑхӑтра эп вӗсене ниепле те хӑнӑхма пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах эпӗ макӑрмасӑр пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпӗ нимӗн те тавҫӑрса илме пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

(Каҫар, Альбина, мӗншӗн тесен эпӗ сана халь Альбина-чунӑм тесе е мӗнле те пулин урӑхла чӗнсе ҫырма пултараймарӑм.)

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анчах эпӗ ӑна ҫӑмӑлттай теме ниепле те пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Тӑрса каясшӑнччӗ — пултараймарӑм, мана вырӑнтан тӑма темскер чарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Эпӗ, унпа хытӑ вӑрҫса кайса, ҫыхӑнӑва яланлӑхах татас тесе пынӑччӗ, анчах вӑрҫма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен хам айӑплине хамах лайӑх туйни чарчӗ ҫакна тума.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Мӗн ҫинчен шухӑшланӑ эпӗ ун чухне — ӑна халь астумастӑп, — анчах малалла текех чӑтса тӑма пултараймарӑм, пӗр кунхине велосипед ҫине лартӑм та картун енне тухса вӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ текех ун умӗнче чӑтса тӑма пултараймарӑм, мана тӗлӗкри пек туйӑнса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тепӗр ҫын ман вырӑнта пулсан, Лидӑна халь мӗн калассине те аванах туйса тӑраттӑм, анчах хам ҫав «тепӗр ҫын» вырӑнӗнче пулма ниепле те пултараймарӑм

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех