Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, ӳссе вӑйпитти ҫын пулнӑҫемӗн Латиф вырӑссене ытларах та ытларах курайми пулчӗ, анчах ку вӑл Кель Ахмат тӑрӑшнипе мар, Крым майлӑ тӑракан мӑрсасем тӑрӑшнипе.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах Смурый чарса тӑратчӗ: вӑл маншӑн ҫемҫе пулнӑҫемӗн ҫемҫерехчӗ, — тата мана пароход татти-сыпписӗр ҫӳрени шутсӑрах илӗртетчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӗр ӗмӗрлӗхех килсе тӑнӑ пек, шӑп пулнӑҫемӗн шӑпрах пулса пырать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӗрле пулчӗ, ҫынсем пурте койкӑсем ҫинелле йӑванса карӗҫ, кӑвак одеялсем айнелле пытанса выртрӗҫ, кашни минутрах лӑп пулнӑҫемӗн лӑпрах пулса пырать, кӗтесре ҫеҫ тахӑшӗ мӑкӑртатать; — Ним те тухас ҫук, арҫынӗ те – йӗрӗнчӗк, хӗрарӑмӗ те – йӗрӗнчӗк…
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫак шуркка йӗкӗт, ҫитӗнсе ҫитсе арҫын пулнӑҫемӗн, мӗншӗн ытларах та ытларах йӗрӗнчӗклӗн туйӑнса пынине вӑл хӑй те пӗлмест.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Анчах иккӗшӗ нумайрах тӗл пулнӑҫемӗн вӗсен чунӗсем ҫывӑхлансах пычӗҫ, Штольц та хавхалансах пычӗ: сисмесӗрех вӑл сӑнавҫӑран мӗнпур ӗҫе-хӗле ӑнлантарса параканни, Ольгӑна ертсе пыраканни пулса тӑчӗ, Сисмесӗрех Штольц унӑн ӑс-тӑнӗ, совеҫӗ пулса тӑчӗ, Ольгӑн пӗтӗм пурнӑҫне хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑнтарчӗ; ҫапах Ольга чӗринчи пӗр вӑрттӑн туйӑм уншӑн паллӑ пулмарӗ, ҫав туйӑма Ольга унран питӗ тӗплӗ пытарса усрарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1