Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнӑччӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр пиллӗк ҫул ӗлӗкрех Лапшу Ҫтаппанне тӗл пулнӑччӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Анчах ӑҫта тӗл пулнӑччӗ вӑл ку шӑрша?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Каҫ пулнӑччӗ, ял шӑпланса ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ҫапла пулнӑччӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Темиҫе кун каялла вӑл Тӗвенешре Хветӗр куккӑшӗ патӗнче пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Каҫ пулнӑччӗ, Кирккапа Тарук каҫхи апат ҫисе ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Паҫӑр, тӗл пулсанах, йывӑртарах пулнӑччӗ сӑмах хушса калаҫу пуҫлама, хӑйне кирлӗ мар ҫын чӑрмантарнине юратман сивӗ, ютшӑнчӑкрах этем пуль-ха ӗнтӗ ку тесе шутланӑччӗ эпӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурӑнсан-пурӑнсан лӑпланнӑ пек пулнӑччӗ, кин янӑ ҫырӑва вуласа, вӑл сывмарланнине пӗлтӗм те — ҫук, урӑх чӑтаймастӑп, йышӑнӗҫ-и, йышӑнмӗҫ-и, каятӑп вӗсем патне, ман вырӑн вӗсен ҫумӗнче, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пӗлтӗр эпӗ вӑл цехра темиҫе те пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Павел иртнӗ ҫул агрослетӑн активлӑ участникӗ пулнӑччӗ, ҫак юрра итленӗ май куҫсем вӗри куҫҫульпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Ҫавӑн пекех Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсенче чир пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ан сарӑлтӑр тесен… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61153

Пӗр ултӑ ҫул каялла манӑн кивӗ ӗҫре кризис пулнӑччӗ (компани пуҫлӑхӗсене Мускаврисемпе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн-тӗр тухӑҫ укҫи хӑвӑрт чакрӗ).

Куҫарса пулӑш

Ырлӑх-пурлӑх ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1348

Пӗлтӗрхи августра Куславкка тӑрӑхӗнче 11 ҫулти хӗрача ҫухални уяр ҫанталӑкри аслати кӗрлевӗ пекех пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Ҫак ҫирӗппӗн каланӑ сӑмахсене илтсен, Радик чӗри кӑртах сикнӗ пек пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫапах та, вӑтам шкул пӗтерсен, ӑна ашшӗ хӑех кинематографи институтне леҫсе яни Радикшӗн кӑмӑллӑ япала пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Эпир ҫакӑнта тӗл пулнӑччӗ, ҫапла-и? — терӗ Альбина, ман ҫине тинкерсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, паркра ҫаплах халӑх шавлать.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

…Ӑна Георгий пӗлтӗр ҫулла тӗл пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Тамарӑн хулара вӗренсе пурӑннӑ чух чун-чӗре эрозийӗ пулнӑччӗ — эпир вара кунта ҫӗр эрозине кӑна мар, чун-чӗре эрозине те сиплетпӗр.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑй ӗҫленӗ авиаподразделени отрядӗнче ӑна вӗҫевпе ҫыхӑнман ӗҫ тупса пама пулнӑччӗ — Герасим Федотович пуҫлӑхсен сӗнӗвӗпе хӑй килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех