Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнӑран (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, историрен пӗлетпӗр, тыл вӑйлӑ пулнӑран та туптаннӑ ҫӗнтерӳ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Иммигрантсем ҫав тери сахал пулнӑран вӗсен хушшинче ӗҫсӗрлӗх шайӗ (10%) Квебекпа Канадӑри ытти хуласенчен чылай пӗчӗкрех, апла пулин те ку кӑтарту вырӑнти халӑхӑннипе танлаштарсан икӗ хут пысӑкрах.

Из-за столь низкой доли иммигрантов уровень безработицы среди них (10 %) гораздо ниже, чем в других городах Квебека и Канады, хотя он вдвое выше, чем среди местного населения.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Манӑн ҫӑлтӑр ытла та пӗчӗк пулнӑран ӑна ыттисенчен уйӑрса тӗллесе кӑтартма май килмест сана.

Моя звезда очень маленькая, я не могу ее тебе показать.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах та вӑл тухӑҫ ҫыннин тумӗпе пулнӑран ӑна пӗри те ҫителӗклӗ таран хакламан.

Но никто ему не поверил, а все потому, что он был одет по-турецки.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Маншӑн ҫак пӗтӗмпех пулма пултарайман япала пек туйӑннӑран, тата хам ҫынсем пурӑнакан ҫӗр лаптӑкӗсенчен пин-пин ҫухрӑм аякра пулнӑран (вилӗм те ик утӑмрахчӗ) эпӗ хам сисмесӗрех кӗсьерен хут листипе стилограф туртса кӑлартӑм.

Как ни нелепо это было здесь, в пустыне, на волосок от смерти, я все-таки достал из кармана лист бумаги и вечное перо.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

– Шӑпах республикӑшӑн ҫак ансат мар вӑхӑтра эпӗ хамӑн халӑхпа пӗрле пулнӑран.

– Именно пoтому, что в это непростое для республики время я был со свoим народом.

Радий Хабиров ансат мар вӑхӑтра пушкӑрт халӑхӗпе пулнине палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3475840

Вӗрентӳҫӗ те пулнӑран унӑн ачасем ҫинчен ҫырнӑ хайлавӗсене уйрӑмах пысӑк хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Лешӗ маншӑн тӳрӗрех пулнӑран ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Уй урлӑ выртакан ҫак ҫула тахҫанах хывмастчӗҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/302

Патша самани вӑхӑтӗнче чӑвашсем Ҫӗпӗре ҫӗр хӗсӗкрен, пурнӑҫ асаплӑ пулнӑран куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ҫемьере чи асли пулнӑран, килти хуҫалӑха тытса пырассинче пулӑшма кирлине те ун чухнех лайӑх ӑнланнӑ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Нумай ачаллӑ амӑшӗ пулнӑран 50 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Ашшӗне вӑрҫа илсе кайсан ҫемьере аслӑ ывӑлӗ пулнӑран амӑшне пур ӗҫе те пурнӑҫлама пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Пӗчӗкрех пулнӑран вӑрҫӑ нушин пӗлтерӗшне аванах ӑнкарман-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

- Сӑмах май, эпӗ харсӑр пулнӑран колхозра лашапа тӗрлӗ лав турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Пирӗн Элӗк салинче суту-илӳ вырӑнӗсем нумай пулнӑран шӑпах ытларах вӗсемпе ӗҫлеме тивет.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Пандеми тапхӑрӗнче чир сарӑлас хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑк пулнӑран палӑртнӑ йӗркесене пурне те пӑхӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

- Ҫамрӑкрах пулнӑран анне мана уй-хире халӑхпа пӗрле ӗҫлеме илсех кайман.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Вырӑнта кирлӗ ҫын пулнӑран ӑна маларах вӑрҫа каяссинчен броньпе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Александра Петровна пек ҫынсем нумай пулнӑран хӑвӑрт тӗрекленчӗ колхозӑмӑр, ҫуллен илемленчӗ пурнӑҫӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Аннушкин пейзажӗсем чун-чӗрене ытла та ҫывӑх пулнӑран художник мана юри эпӗ пӗлекен вырӑнсене ҫеҫ ӳкернӗн, унтан та ытла, эпӗ уйрӑмах килӗштерекен вырӑнсене ҫеҫ ӳкернӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех