Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнишӗн (тĕпĕ: пулни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулин те, композитор ӗҫӗнче ҫирӗп шухӑшласа хунӑ шухӑш йӗррипе шанчӑклӑ структура лайӑх сисӗнет, калама ҫук пысӑк ҫутҫанталӑкпа хӑй тӗллӗн, пӗччен тӗл пулнишӗн вӑл хӑраса ӳкмест.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мосальскийӗн симфониллӗ произведенийӗ ячӗпе ҫеҫ мар, ӑшчиккипе те унӑн романӗ пекех е ӑна ҫывӑх пулнишӗн питӗ савӑнса, ҫамрӑк композитора вӑл ҫапла каланӑ имӗш: «Ку поэмӑна Ленинла преми парас пулмасан, эпӗ санӑн кӑкӑру ҫине хамӑн медале хывса ҫакатӑп»…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑваш пулнишӗн мухтанмалла, тӑван чӗлхене аталантармалла, республика тӗнчери чи чаплӑ вырӑн пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Пӗри мана каланӑччӗ: «Сире Марина халь хавшак сывлӑхлӑ пулнишӗн тиркет», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арӑм ҫав териех путсӗр пулнишӗн тарӑхатӑп эпӗ, — хурланчӑклӑн каларӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗри чей стаканне икӗ аллипех ҫавӑрса тытнӑ мучи Хусахмата усӑсӑр утнишӗн кулянать, ҫанталӑк сивӗ пулнишӗн ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» ӑмӑрту

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

«Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» ӑмӑртура кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн йӑлине кӑтартса тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Хӑйӗн тусӗ ҫапла кӗтмен ҫӗртен ҫӗре кӗмелле пулнишӗн Аҫтӑрхан та питӗ хурланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теприсем, ялан патька-патшана шанса пурӑннисем, хӑйсем тӗрӗс пулнишӗн савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫе ҫӗре, ҫавра ҫулпа ҫӳремелле пулнишӗн ан кулянӑр.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку йӗнине карчӑк икӗ тӗрлӗ те ӑнланса пӑхрӗ: пӗччен пурнӑҫпа пурӑнса йӑлӑхнӑ тӑлӑх-турат, тен, хӑйне пуян ачи илесшӗн пулнишӗн савӑнать пулӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Харап пулнишӗн чӑвашсем хӑйсем айӑплӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янеев каллех фашистсен тӗлне пулнишӗн пӑшӑрханса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑрнарсем ҫулсен тӑрӑмӗ япӑх, сывлӑх сыхлавӗнчи тивӗҫтерӳ пахалӑхӗ пӗчӗк пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Санпа канашламасӑрах унӑн ашшӗ-амӑшӗсем патӗнче пулнишӗн айӑплӑ эпӗ, анчах эпӗ ӑна юрататӑп, аттеҫӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Брак пулнишӗн ытларах Гаврилов пӑшӑрханчӗ пулас, вӑл пач калаҫми пулчӗ, куҫне мастертан тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лена уйри уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывласа илчӗ, ҫавна май унӑн чӗрине ҫак тӑван тавралӑх хӑйне кунсерен ытларах та ытларах хаклӑ пулнишӗн, унӑн ытармалла мар илемӗпе ирӗккӗн сывлама пултарнӑран мӑнаҫлӑ туйӑм ытти кунсенхинчен те ытларах ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнпа вӑл хӑйне телейлӗ тесе шутлать, хӑй Макарпа ялан юнашар пулнишӗн, ӑна вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма, хавхалантарма пултарнишӗн савӑнать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Савӑнчӗ те, пӑшӑрханчӗ те вӑл савнийӗ унта пулнишӗн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех