Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулни сăмах пирĕн базăра пур.
пулни (тĕпĕ: пулни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пӳлӗм ҫав тери начар та чухӑн пулни вӗсене те тӗлӗнтерчӗ.

Эта конура поразила даже их своей нищетой.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Кала, кам вӑл сан патӑнта халӗ ҫеҫ пулни!

— Говори: кто у тебя только что был?

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑй пӗччен пулни тата тинӗс тарӑнни ӑна хӑратать.

Одиночество и глубина пугали его.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Салтаксем кӑшкӑрашнинче, шавланинче вӗсем хавасси, ырӑ кӑмӑллӑ пулни палӑрчӗ.

В криках и шуме солдат было столько веселого добродушия.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шыв айӗнче ишекен кимӗпе ҫӳрекенсем ку таврашра чи хисеплӗ ҫынсемччӗ — вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра вӗсем Ҫурҫӗр флотӗнче пуринчен лайӑх ӗҫлетчӗҫ, анчах вӗсен хисеплӗхӗ унпа кӑна мар, вӗсен йӑлисенчи уйрӑм паллӑсем, пӗр-пӗрин хушшинче калаҫни, йывӑр ҫапӑҫусенче пӗрле пулни, вӗсен пӗрмайлӑхне пӗтем ҫак пӗчӗк хулара кӑтартса тӑрать.

Подводники были главными людьми в здешних местах — и не только потому, что в начале войны они сделали очень много, едва ли не больше всех на Северном флоте, но потому, что характерные черты их быта, их отношений, их напряжённой боевой работы накладывали свой отпечаток на жизнь всего городка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗрте сывлӑшри вӑрҫӑ мӗнле пыни ҫинчен ытла нумай каласшӑн мар эпӗ, каласа пани, чӑн, итлекене пит йӑпантарнӑ пулӗччӗ те, мӗншӗн тесен вырӑс летчикӗн чаплӑ пултарулӑхӗ ниҫта та Ҫурҫӗрти пек уҫҫӑн палӑрса тӑрас ҫук, Ҫурҫӗрте вӗт асаппа хӑрушлӑх ҫумне ҫур ҫул хушши пыракан полярла тӗттӗм ҫӗрле час-часах начар ҫанталӑк пулни те хутшӑнать.

Я не стану особенно много рассказывать о воздушной войне на Севере, хотя это очень интересно, потому что нигде не проявились с таким блеском качества русского лётчика, как на Севере, где ко всем трудностям и опасностям полёта и боя часто присоединяется плохая погода и где в течение полугода стоит полярная ночь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир итлӗр-ха пирӗнпе мӗн пулни ҫинчен.

Вы слушайте, что только с нами было.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах унта та каҫ пулни сисӗнет.

Но все же вечер чувствовался и тут.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шухӑшланӑҫемӗн, ӑна ҫак кичем симӗс тӗнчере пӗччен пулни — кичемрех те хӑрушӑрах туйӑннӑ.

А чем больше думал, тем становилось ему страшнее одному в черной зелени этого проклятого места.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Дунай шывӗ хӗрринчен хӑйсен пысӑк хура киммисемпе ишсе таврӑннӑ пулӑҫсем «Потёмкин» Констанца хулине ҫитсен ирӗксӗрех Румыни правительстви аллине парӑнмалла пулни ҫинчен хыпар илсе килнӗ.

Рыбаки, приплывшие из гирла Дуная на своих больших черных лодках, привезли слух о том, что «Потемкин» пришел в Констанцу, где ему пришлось сдаться румынскому правительству.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗччен пулни ачана питех те хӑратнӑ.

Чувство одиночества с новой силой охватило мальчика.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӑштах кулӑшла тухнӑ пек туйӑнчӗ пуль-ха ку, анчах «Лебединпа» тӗл пулни ман чӗрене калама ҫук хаваслантарчӗ.

Быть может, это покажется немного смешным, но встреча с «Лебедином» обрадовала и необычайно оживила меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ӗнтӗ ытла кӑткӑс сӑмахчӗ — Ҫурҫӗре эпӗ епле майпа «улталамалла» пулни ҫинчен калаҫасси — вара эпӗ: Ҫурҫӗре таврӑнма нимӗнле шанчӑк та юлман хыҫҫӑн ҫеҫ граждански авиацирен каймалла пулчӗ, тесе тӳрре тухма тӑрӑшрӑм.

Это было слишком сложно — рассказывать, как я «изменил» Северу, и я только возразил, что ушёл из гражданской авиации, лишь когда потерял надежду вернуться на Север.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав договор ҫинче мӗнле ҫул пирки сӑмах пынине тавҫӑрса илме йывӑр та марччӗ ӗнтӗ, «Каҫхи хӑнана» тӗл пулни те (ҫапла калатчӗ Катя ҫак гидрографа) ман асӑма килчӗ.

Нетрудно было догадаться, о каких путях шла речь в этом договоре, и встреча с «ночным гостем», как потом называла этого гидрографа Катя, припомнилась мне.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гидрограф Р-па тӗл пулни

Встреча с гидрографом Р.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шурӑ кӗпепеччӗ хам, калаҫассӑм та кулассӑм та килетчӗ, илемлӗрех пулма тӑрӑшаттӑм, мӗншӗн тесен хам ыттисене килӗшекен пулни Саня кӑмӑлне те кайнине пӗлеттӗм эпӗ!

в белом платье, говорить и смеяться и стараться быть красивой, потому что я знала, что ему нравится, когда я нравлюсь другим!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл укрепленисем тунӑ ҫӗрте мӗнле ӗҫлени ҫинчен тата Мускава ҫитме епле хӗн пулни ҫинчен каласа пачӗ.

Он рассказал, как они работали на укреплениях, а потом с трудом добрались до Москвы.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, чӑлханса-пӑлханса, хӑвӑртрах пултӑр тесе, пӗр-икӗ сӑмахпа хамӑр эшелон ҫинчен, ачасем ҫинчен, Мускавран тухма хама епле йывӑр пулни ҫинчен, каялла пӑрахса кайма ҫул ҫук пирки чунӑм мӗнле ыратни ҫинчен Амеда каласа патӑм.

Путаясь, в двух словах, как можно быстрее рассказала я Амеду о нашем эшелоне, о моих ребятах, о том, как тяжело мне было уезжать из Москвы, как страшно мне стало сегодня, когда я подумала, что туда уже нельзя вернуться.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каҫ пулни чылай вӑхӑт иртсен, мӗнпур пек ӗҫсене пуҫтарсан, эпӗ Анна Семёновна сакки ҫине пырса лартӑм, Игорь тарнипе кунӗпех хуйхӑрса пурӑннӑ ачасем лӑпланчӗҫ.

Поздно вечером, когда все дела кончились и ребята, взбудораженные бегством Игоря, наконец угомонились, я подсела к Анне Семеновне.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсӗ нӳхрепре пулни паллах.

Понятно, что ты был в погребе.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех