Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулми (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Техник чӑнах та Марине бригадине час-часах ҫитетчӗ, пӗррехинче ҫапла каҫхи апат умӗн барака та пычӗ, хӗрарӑмсен ушкӑнне кӗрсе ларчӗ те пули пулми калаҫу пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑларса пӑхам-ха, телей пулми, терӗм…

Дай, думаю, на счастье…

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Виктора мӗн те пулми пулман-и?

— Что-нибудь случилось с Виктором?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пире Фока диванлӑ пӳлӗме ертсе кӗчӗ те вырӑн сарса пачӗ, кунта пурте — тӗкӗр, ширмӑсем, кивӗ йывӑҫ турӑш, шурӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ стенан кашни тикӗсмарлӑхӗ — асапсем ҫинчен, вилӗм ҫинчен, текех нихҫан та пулми япаласем ҫинчен калаҫҫӗ.

В диванной, куда нас провел Фока и где он постлал нам постели, казалось, все — зеркало, ширмы, старый деревянный образ, каждая неровность стены, оклеенной белой бумагой, — все говорило про страдания, про смерть, про то, чего уже больше никогда не будет.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла пулми ку!

Еще бы!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Апла пулми тата!

— Как же!

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ахӑрнех ку кайӑк часах Ҫӗнӗ Зеланди фаунинче тӗл пулми пулӗ.

Эта птица, по-видимому, скоро совсем исчезнет из новозеландской фауны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех