Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмастчӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, вӑл кунта килмен пулсан, нимӗн те пулмастчӗ, эпӗ сывах ҫӳреттӗм».

Да, не захоти он приехать, ничего бы не случилось, я был бы здоров».

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ҫак кӗске вӑхӑт мана инкекрен хӑтарчӗ: урлӑлла вӗрекен ҫил вӑйланнине пула, йӗлтӗрлӗ самолётпа ансӑр аэродром ҫине анса ларма май пулмастчӗ.

Это короткое время спасло меня: при окрепшем боковом ветре посадка на лыжах вдоль узкого аэродрома была бы уже невозможна.

Япӑх аэродромсем ҫинче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Йӗрке хуралҫисене вӗслетмен пулсан вӗсене хирӗҫ тӑракан та пулмастчӗ пулӗ.

Если бы не провоцировали правохранителей, скорее всего не было бы накакого противостояния.

«Ӗнер патшалӑхри паянхи лару-тӑрупа килӗшмен ҫынсем...» // Константин Малышев. https://www.instagram.com/p/CKa-tUhg-Mt/

Шӑнана ирӗкре тӗпчесе ҫӳриччен тӳрех ярса тытнӑ пулсан, ҫакӑн пекки пулмастчӗ.

Если бы он сразу схватил насекомое, вместо того чтобы изучать его на свободе, ничего этого не случилось бы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл унччен те шкулсем тӑрӑх ҫӳресе час-часах килте пулмастчӗ.

Он отсутствовал часто и раньше, разъезжая по своим школам.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тепӗр темиҫе минутранах корвет путассинчен ҫӑлӑнма май пулмастчӗ.

Еще несколько мгновений — и гибель судна станет неизбежной.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Леш хут татӑкне икӗ сехет ҫурӑра София мисс ӑҫта та пулин Гарнипе тӗл пулса тухса тартӑр тесех хунӑ пуль; ҫак хут татӑкӗ ҫинчен те, София мисс хӑйне мӗнле тыткалани ҫинчен те унӑн ашшӗне каласа памалла пулнӑ манӑн; вара ашшӗ ӑна питӗрсе лартатчӗ те, ҫакӑн пек хӑрушӑ инкек пулмастчӗ.

Клочок бумажки, должно быть, для того и был вложен, чтобы мисс София где-нибудь встретилась с Гарни в половине третьего и убежала с ним; а мне надо было рассказать ее отцу про эту бумажку и про то, как странно вела себя мисс София; тогда он, может, посадил бы ее под замок и не случилось бы такого ужасного несчастья.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Роберт вӗрен илмен пулсан, унтан ниепле те анма пулмастчӗ.

Не захвати Роберт верёвки, этот спуск был бы невозможным.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла тунипе рейӑсем патне те пырса тӗкӗнме кирлӗ пулмарӗ, вӗсем пулмасан бизань вырӑнне суя мачта туса лартма та нимӗн те пулмастчӗ.

А это позволяло сохранить реи, которые были нужны для установки фальшивой мачты вместо бизани.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла кукка килте пулмастчӗ.

Днем дяди дома не было.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Айлӑма анмаллаччӗ те, вар-тӗпӗпе улӑхса, хамӑрӑннисем патне сӑрт тӗмески хыҫӗнчен пырса тухмаллаччӗ, ун чух ним хӑрушлӑх та пулмастчӗ».

Спустился бы в лощину, по теклине поднялся вверх и за бугром без опаски добрался бы до своих».

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӑхӑрьял халӑхӗ хӑй тытӑнса тӑрӑшман пулсан ҫак палӑк пулмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Анчах эпӗ Лузгина райкомран лайӑхрах пӗлетӗп, райком малтан пиртен ыйтса пӗлнӗ пулсан, ун хыҫҫӑн тин сӗннӗ пулсан, начар пулмастчӗ.

А я Лузгина получше райкома знаю, и неплохо, если бы райком нас сперва послушал, а потом уж советовал.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тавах-ха, Петро Богатырев вӗҫсе килчӗ, унсӑр ӗҫ пирки никампа пӗр сӑмах калаҫса илме пулмастчӗ

Петро Богатырев, спасибо, прилетел, а то словом перекинуться не с кем бы…

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мана е Котлярова чӗнтермеллеччӗ ҫеҫ, ӗҫӗ те пӗтетчӗ, нимле ыйту та кирлӗ пулмастчӗ

Послал бы за мной или за Котляровым, вот и все, и никаких вопросов…

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ те ҫапла пулчӗ — йӑнӑш турӑм: тухмаллаччӗ Ростовран пӗр виҫӗ кун маларах — ҫакӑнта вилмелле пулмастчӗ те пирӗн.

И вот зараз обидно — промаху дал: вышли б с Ростова на трое суток раньше — значит, не припало б тут смерть примать.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн пата колхозник кӗрсен, эсир ӑна килкартинче ҫывӑрттарнӑ пулӑттӑрччӗ, вырӑн панӑ пулсан та, мана панӑ вырӑн пек пулмастчӗ вӑл…

Вот заехал бы к вам колхозник, и вы бы заставили его спать на дворе, а если б и положили на койку, то это была бы не такая койка, как та, на которой я спал…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗрле авантарахчӗ те: кашниех куҫ умне тӗл пулмастчӗ…»

Ночью еще удобнее — не лез бы каждому в глаза…»

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫав урӑххи мар пулсан, мӗн пулса иртни, тен, пулмастчӗ те пуль; анчах унӑн сӑн-питӗнче юратма тата хӑй ерӗшкипе пӗрле телей курма чӑрмантарнишӗн кӑмӑлсӑрланни, кӳренни сисӗнчӗ — сисӗнмерӗ пулсан та, чи малтанхи самантра мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ.

Если бы оно было одно, может быть, не случилось бы того, что случилось; но в выражении ее лица было, по крайней мере показалось мне в первое мгновенье, было еще огорченье, недовольство тем, что нарушили ее увлечение любовью и ее счастье с ним.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Пӗр хӗл иртсе кайрӗ, иккӗмӗш хӗл вара тепӗр япала, ҫиелтен пӑхсан ниме тӑманскер, ҫын та асӑрхамалла марскер, пулса иртрӗ, анчах ҫав япала пулман пулсан, мӗн пулса иртни те пулмастчӗ.

Прожили одну зиму, и в другую зиму случилось еще следующее никому не заметное, кажущееся ничтожным обстоятельство, но такое, которое и произвело все то, что произошло.

XVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех