Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмассерен (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Василий Захарович кашни тӗл пулмассерен сан ҫинчен ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ашшӗ тӗл пулмассерен: «Ывӑлӑм лайӑх салтак манӑн, савӑнатӑп. Командирӗсем ҫыру ярсах тӑраҫҫӗ, Элекҫей командовани тавне тивӗҫлӗ пулсанах, хыпар туса, ӑшӑ сӑмахсем ҫырса савӑнтараҫҫӗ. Пухса пыратӑп ҫырӑвӗсене», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Леш «тус» халь тӗл пулмассерен тӳрре тухма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пыра-киле тата кашни тӗл пулмассерен Пинер ҫинчен тем тӗрлӗ усал сӑмах калама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗл пулмассерен Вадим Таньӑпа ӑшшӑн кулса калаҫатчӗ, ялан мӗнле те пулин пулӑшу сӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӑҫал та Мускав элчи унпа тӗл пулмассерен лашасем пирки сӑмах тапратать.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ӗлӗк кӑштах савать пекчӗ мана, — шухӑшларӗ каччӑ утнӑ май, — тӗл пулмассерен чунтан калаҫнӑ пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе ҫул каялла кӑна-ха Булат Ширин тӗл пулмассерен Тукая тӑванне ыталанӑ пек ыталатчӗ, ӗҫпе килсен ӑна никамран малтан йышӑнма тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмета вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ те, ҫурхи шыв-шур та шиклентермен, вӑл урӑххи пирки иккӗленнӗ — юлашки вӑхӑтра ӑна тӗл пулмассерен Нухрат ун ҫине кашкӑрла пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗл пулмассерен унран ӗҫӗ ҫинчен, сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Халичченех лараҫҫӗ, кашни тӗл пулмассерен ҫупӑрлатӑп вӗсене.

До сих пор растут, и при каждой встрече я их обнимаю.

Манӑҫӑнмасть самана саламачӗ // Е. АРСЕНТЬЕВ. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

Эпӗ пӗр кунах, ҫутӗҫ пайӗнче тӗл пулсанах, унӑн сӑн-пичӗ час улшӑнма пултарнине асӑрхарӑм, кашни ҫӗнӗ шухӑш пулмассерен урӑхланать.

Я еще тогда, в гороно, заметил, какое оно подвижное — тотчас отвечает на каждую новую мысль, на каждый взгляд.

43 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Кашни тӗл пулмассерен мана Чкалов тем тума та пултарни тӗлӗнтерчӗ.

Каждая встреча с Чкаловым открывала мне новые свойства его богатой, многогранной натуры.

Автортан // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Кашни тӗл пулмассерен тенӗ пекех, вӑл манаха ӳпкевлӗ сӑмахсемпе лӳчӗркесе лапчӑтнӑ:

Почти при каждой встрече он мял и давил монаха упрёками:

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

«Ах эсӗ, каварҫӑ-ывӑл», — тесе ӳпкелет кашни тӗл пулмассерен.

«Ах ты, сын крамолы», — распекает она меня при каждой встрече.

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тёма чиркӗве каймассерен нихҫан та турра кӗлтумасӑр ирттермен пулин те, пачӑшкӑна тӗл пулмассерен, унтан пӗр квартал аякран пӑрӑнса иртме ӳркенмен пулин те, е тата, пачӑшкӑ тӗлне пулмах тивнӗ чухне, хӑвӑрт-хӑвӑрт: «чур, чур — мана мар!» тесе каласа, е хӑй тӑнӑ вырӑнта, пикенсех виҫӗ хутчен ҫаврӑнса илет пулин те, — ӗҫӗсем унӑн малалла начар шӑваҫҫӗ.

Несмотря на то, что Тёма не пропускал ни одной церкви без того, чтобы не перекреститься, не ленился за квартал обходить встречного батюшку, или в крайнем случае при встречах хватался за левое ухо и скороговоркой говорил: «Чур, чур, не меня!», или усердно на том же месте перекручивался три раза, — дело, однако, плохо подвигалось вперед.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пирӗн ҫӗленсем Салли аппа куҫӗ тӗлне пулмассерен пире хулӑ лекрӗ, ӳлӗмрен татах ҫӗлен тытса килетӗр пулсан, тата вирлӗрех пӗҫерккӗ паратӑп тесе вӑрҫрӗ аппа.

Нас стегали прутом каждый раз, как тете Салли попадалась на глаза какая-нибудь из наших змей, и она грозилась, что еще и не так нас отстегает, если мы опять напустим змей полон дом.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл кашни сас-чӳ пулмассерен чӗтресе илет, яланах амӑшӗн ура сассисене илтнӗн туйӑнать.

Она вздрагивала от каждого шороха, все чудились шаги матери.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ваттисене улӑштарӗҫ, анчах вӗсен вырӑнне кашни йывӑрлӑх тӗл пулмассерен парти ҫул-йӗрне хирӗҫ урса кайсах тапӑнакансем тӑраймӗҫ.

Старики получат смену, но сменять их будут не те, кто при каждой трудности бешено атакует линию партии.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сасӑ пулмассерен хӑлхине тӑратса тата ырра мар анса ларнӑ каҫӑн тӗксӗм чаршавӗ витӗр пӑхма тӑрӑшса, фургон таврашӗнче пӑлханса утса ҫӳрет.

Он взволнованно шагал вокруг фургона, прислушиваясь к каждому звуку и стремясь проникнуть взглядом в зловещую тьму.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех