Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулманнине (тĕпĕ: пулманни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ Анук тумланса пӗтерчӗ, вӑл Тарас еннелле вӑрттӑн пӑхрӗ, анчах каччӑ ӑна асӑрхасшӑн пулманнине кура залран сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ялсенче 2-3 е унтан та ытларах сӑвӑнакан ӗне усракансем те сахаллӑн пулманнине пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Пинер халь ӗнтӗ хӑиӗн чӗри сиксе тапма тытӑнни ахаль пулманнине ӑнланса илчӗ: тем тесен те леш усалсем Укаслӑва вӑрласа каякансем пулчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл аяккипе тыткаласа машина йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ те, автансене нимӗнле сиен пулманнине хӑй куҫӗпе курса ӗненсе, ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫакнашкал кӑтарту 2013 тата 2014 ҫулсенче пулманнине тӗпе хурса экономика ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп енӗсем - промышленноҫ, строительство, ялхуҫалӑх, суту-илӳ, транспорт - кӑларакан таварӑн тата тивӗҫтерекен пулӑшӑвӑн индексӗн динамикине пӑхса тухни вырӑнлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Эпир лайӑххӑн, пӗр шӑв-шавсӑр, тӳпе тени хамӑра памалли норма пулманнине ӑнлантарӑпӑр.

Мы разъясним по-хорошему, что порция — это не то, что нам полагается или на что мы претендуем.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑн ҫине те ответ пулманнине кура, нимӗҫ темиҫе секунд нимӗн шарламасӑр пӑхса тӑчӗ, вара сасартӑках Цэрнэ аллинчи кӗпҫесене тӑпӑлтарса илчӗ.

Не получив и на этот раз ответа, немец постоял еще несколько секунд молча, затем вдруг вырвал из рук Цэрнэ трубу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лавр ун чухне ирчченех хӳшӗре чӗтресе ларчӗ, ирхине вӑрӑсем пулнӑ вырӑнта юн таврашӗ пулманнине курсан тин кӑшт лӑпланчӗ, ҫапах та пӗр эрне хушши милицирен килмӗҫ-ши, тесе шикленчӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Пӗлетпӗр мӗнле «вӑйлӑ пулманнине», ан кала мана.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Иртнӗ ҫул ҫын вӗлернипе, вӑрӑ-хурахла тапӑннипе, ирӗксӗрлесе укҫа ыйтнипе ҫыхӑннӑ преступленисем пулманнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пирӗн килте Анук ятлӑ ҫын пулманнине таврипех пӗлеҫҫӗ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкипе Михха хушшинче нимех те пулманнине ӗненсен те, Татьяна чӗри лӑпланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Староста пӗчӗк ҫын мар-ха вӑл, Сарри хӑта, — терӗ Туринкепе юнашар ларакан старик хӑй хуҫашӑн ют ҫын пулманнине систерсе.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Килте пулманнине пӗлсен кукаҫу пӗтерет мана…

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Райадминистраци пуҫлӑхӗ Д.Иванов муниципалитетра ҫакӑн йышши модульлӗ клуб юлашки объект пулманнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑхра – вӑй // С.ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9772-tusl-khra-v-j

Вӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн авалхи египтянсем Африкӑри ҫынсемпе пӗрре те тӑванлӑ пулманнине пӗлнӗ, ытларах енӗпе вӗсем израильсене, турккӑсене, грузинсене тата ливансене ҫывӑх иккен.

В ходе анализа было установлено, что египтяне не были африканцами, а в большей части являлись родственниками израильтян, турков, грузин и ливанцев.

Германи ӑсчахӗсем Египетри мумисем африкансемпе тӑванлӑ маррине тупса палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32902.html

Ваньань кӗперӗ ҫинче ҫулӑм мӗнле сӑлтава пула тухнине тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫапах та ҫак пӑтӑрмах йывӑҫ кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал пулманнине ҫирӗплетсе кӑтартать.

Расследователи, кончно же, выяснят, по какой причине возник пожар на Ваньанском мосту, но все же это происшествие доказывает, что дерево не является подходящим материалом для строительства моста.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Урамра тӑракан стариксем халь иртнӗ юлан утсем ахаль ҫар ҫыннисем пулманнине ҫийӗнчех чухласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кардин юрласшӑн пулманнине курса, Федоров ӑна кӗпе ҫухинчен ярса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех