Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулман сăмах пирĕн базăра пур.
пулман (тĕпĕ: пулман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ ҫул та, Клим та текех хӑрушӑ пулман вара уншӑн.

Дорога и Клим ему уже не казались опасными.

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Соломон пӑхнине хӑй куҫне тартмасӑр чӑтса ирттерме пултаракан пӗр этем пулман пӗтӗм тӗнчипе те.

И не было человека во вселенной, который мог бы выдержать взгляд Соломона, не потупив своих глаз.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.

Он любил белолицых, черноглазых, красногубых хеттеянок за их яркую, но мгновенную красоту, которая так же рано и прелестно расцветает и так же быстро вянет, как цветок нарцисса; смуглых, высоких, пламенных филистимлянок с жесткими курчавыми волосами, носивших золотые звенящие запястья на кистях рук, золотые обручи на плечах, а на обеих щиколотках широкие браслеты, соединенные тонкой цепочкой; нежных, маленьких, гибких аммореянок, сложенных без упрека, — их верность и покорность в любви вошли в пословицу; женщин из Ассирии, удлинявших красками свои глаза и вытравливавших синие звезды на лбу и на щеках; образованных, веселых и остроумных дочерей Сидона, умевших хорошо петь, танцевать, а также играть на арфах, лютнях и флейтах под аккомпанемент бубна; желтокожих египтянок, неутомимых в любви и безумных в ревности; сладострастных вавилонянок, у которых все тело под одеждой было гладко, как мрамор, потому что они особой пастой истребляли на нем волосы; дев Бактрии, красивших волосы и ногти в огненно-красный цвет и носивших шальвары; молчаливых, застенчивых моавитянок, у которых роскошные груди были прохладны в самые жаркие летние ночи; беспечных и расточительных аммонитянок с огненными волосами и с телом такой белизны, что оно светилось во тьме; хрупких голубоглазых женщин с льняными волосами и нежным запахом кожи, которых привозили с севера, через Баальбек, и язык которых был непонятен для всех живущих в Палестине.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӗсене пурне те хӑйӗн юратӑвӗпе тӗлӗнтернӗ Соломон, мӗншӗн тесен турӑ ӑна ытти ҫынсенче пулман ҫав тери хӑватлӑ хӗрӳлӗх панӑ.

И всех их очаровывал своей любовью Соломон, потому что бог дал ему такую неиссякаемую силу страсти, какой не было у людей обыкновенных.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Участокри тырӑсем тӗлӗ-тӗлӗпе ҫӗр ҫумнелле выртнӑ, пӗр «Коншаковка» ҫеҫ нимӗн пулман пек пуҫне тӳп-тӳрӗ тытса ларать.

Посевы на участке кое-где были прибиты к земле, только «коншаковка» стояла прямая и невредимая.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑхсем, хӑйсен халиччен пулман ирхинехи ҫулҫӳревӗ ҫинчен пӗр-пӗрне каласа панӑ пекех, тислӗк куписемпе «хӳмесем пулманнинчен» йӗри-тавра ешӗл уй-хир.

А куры словно жаловались друг другу на столь необычное утреннее путешествие и удивлялись, почему это кругом нет ни навозных куч, ни заборов, а одно лишь широкое зеленое поле.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах каймалла та пулман иккен унӑн.

Но лучше бы ему там не бывать.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫ кӳлӗм, Санька килте ҫук чухне, кӳршӗ арӑмӗ каллех ним пулман пек, Катерина патне каҫса ларчӗ.

А вечером, когда его не было дома, соседка как ни в чем не бывало опять зашла к Катерине.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Нимӗнех те пулман

— Ничего и не было-то…

29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эх, пулман пулсанччӗ вӑл ӗнерхи кун!

Лучше бы его и не было.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька вӑлтине, ухӑ йӗппипе тӗлленӗ пек, шӑши ҫинелле персе ячӗ, анчах лешӗ ним пулман пекех шӑтӑкне чӑмса кӗчӗ.

Санька, как копьем, нацелился удочкой, метнул в полевку, но та как ни в чем не бывало юркнула в нору.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халиччен пулман япала ку, Андрей Иванӑч, — терӗ Захар, — пирӗн ял ачисем ун йышшисем мар вара.

— Несусветное это дело, Андрей Иваныч, — хмыкнул Захар, — не такие у нас мальчишки в селе.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ырӑ мар япала ку, Захар Митрич? — учитель Захар еннелле ҫаврӑнчӗ, — сысна тавраш кӗмен, пӑрлӑ ҫумӑр пулман, тулӑ пурпӗрех тӗшӗрӗлнӗ.

— Чрезвычайное событие, Захар Митрич! — Учитель обернулся к Захару, — свиньи не забегали, града не было, а пшеница помята…

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эсир вӗт, эпӗ мӗнле пултаруллӑ та чӑрсӑррине хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпӗ сире Санька пулман пулсан, пурне те тутлӑ ҫырла ҫитернӗ пулӑттӑм», — терӗҫ унӑн куҫӗсем.

«Понимаете, мол, сами, какой я лихой и отчаянный парень и обязательно угостил бы всех вас сладкими ягодами, если бы не Санька», — говорил его взгляд.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Нимӗн те пулман, — хулпуҫҫине вылятса никам сисиччен Федьӑна куҫ хӗссе илчӗ Санька.

— Ничего и не было, — пожал Санька плечами и незаметно подморгнул Феде.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька, аслати пек кӗрленӗ сасӑ пулман пулсан, улӑха тухас савӑнӑҫлӑ вӑхӑта ҫывӑрса ирттернӗ пулӗччӗ.

Так бы и проспал Санька торжественный час выхода на луг, если бы не гром и грохот над его головой.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кӗр-ха, кӗр, тахҫантанпах эсӗ пирӗн патӑрта пулман.

— Заходи, заходи, давно ты у нас не был.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Лашана хӑмӑчӗ-мӗнӗпех тартнӑ, тейӗҫ. Нихҫан пулман кун пекки», — тейӗҫ.

«Лошадь в хомуте упустила. Небывалое дело!»

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗренесси уншӑн нихҫан та йывӑр пулман пулин те вӑл вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӗнекисене те уҫса пӑхмасть.

А порою и совсем не раскрывал учебников, хотя никогда учение не было ему в тягость.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнле ҫыру та пулман, нимӗнле ҫыру та илмен тейӗпӗр.

Не было и не было никакого письма.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех