Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуличченех (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Озеровсем рабфаковецсен колонни мӗн курӑнми пуличченех пӗр-пӗрне пӗр сӑмах чӗнмесӗр, куҫӗсене сиктермесӗр пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лесник патне ҫитсен, тӑвансем унӑн ӑшӑ мунчинче каҫ пуличченех ыйха туртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Велиме Ятламаса унӑн ҫурӑм хыҫӗнчи шурӑ хутаҫӗ курӑнми пуличченех пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑмламас ӑна вӗҫейми пуличченех амантнӑ, чирлет тата хӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Вӑл кун эпир — анне, Марина аппа, эпӗ — иртен пуҫласа каҫ пуличченех анкартинче ӗҫлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Каччӑ ҫитнӗ ҫӗре Виктор Андреевич пысӑк хыр тавра ҫӗр курӑнакан пуличченех юр хырса тасатнӑ, купи ҫине йывӑҫ кӗреҫе тӑрӑнтарнӑ, пуртӑ пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Борисӗ ӗҫнине пытарать, лешӗ вара сулланакан пуличченех персе лартать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӗрсен харсӑр аллисенче ирпе ирех пуҫласа тӗттӗм пуличченех ҫутӑ ҫурласем вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Машина курӑнми пуличченех Ваҫук пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Пухӑннӑ ҫынсем лавсем курӑнми пуличченех пӑхса тӑчӗҫ, вара пӗр-пӗринпе калаҫса, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир, хурланса, купӑс сасси илтӗнми пуличченех пӑхса тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тутарпа Майрепие ҫынсем тӗттӗмре курӑнми пуличченех хыҫалтан пӑхса ӑсатса яраҫҫӗ.

Татарин и Майреби под взглядами всех сидящих у костра молча ушли в темноту леса.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паян Якур патне ҫынсем тӗттӗм пуличченех пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.

Люди стали собираться в доме Ягура еще засветло.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен урапи курӑнми пуличченех никам та вырӑнтан хускалмарӗ.

Никто не двинулся с места, пока телега со старостой и Ивуком не скрылась из виду.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку каҫ вӗсем пусма вӗҫӗнче чылай ҫӗрле пуличченех ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне, хӑй васканине манса кайса, юланута йӑмрасем хушшинче курӑнми пуличченех пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председатель ҫамрӑксенчен мӗн каҫ пуличченех уйрӑлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман уксахланине кура, Липа питӗ майӗпен утса пычӗ, ҫавӑнпа икӗ ҫухрӑм ҫула вӗсем тӗттӗм пуличченех утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешӗ тӗттӗм пуличченех хӑйӗн тракторӗ ларакан яла тухса кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михалан варҫӑ умӗн ҫеҫ тунӑ ҫӗнӗ хапхи мӗн ҫӗрле пуличченех чӗриклетсе уҫӑлса хупӑнма чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех