Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулаҫҫӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машинӑсем те пулаҫҫӗ, те пулмаҫҫӗ — ун ҫинчен эпир пӗлместпӗр те-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Кӗнекере ӳкерчӗксем нумай пулаҫҫӗ, автор ӑна вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хаяр ҫапӑҫусенче вӗсем пурнӑҫ тути-масине ӑнланса илеҫҫӗ, тӑван халӑха, Коммунистсен партине тата ытларах юратакан пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Театр ҫамрӑклӑхне ҫулпа виҫмеҫҫӗ пулин те, ун коллективӗнче хушӑран «вӑрӑм ҫӳҫлӗ те шакла чӗреллӗ» ҫамрӑксем тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Больницӑна вӑрӑсем кӗрсе кайни ҫинчен пӗлтерсенех, вӑл хӑйӗнпе пӗрле дежурнӑй помощникне Яковлев сержанта тата комсомол хула комитечӗ ҫумӗнчи оперативлӑ группа членне Кузнецова (ку группа членӗсем час-часах милицире дежурствӑра пулаҫҫӗ) илнӗ те, часрах машина ҫине ларса, тепӗр пилӗк-ултӑ минутран больницӑна ыткӑнса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Шуртан таврари ялсем те поэмӑра тӗл пулаҫҫӗ: Андриян Николаев ҫуралнӑ Шуршӑл та, инҫех мар ларакан Макаҫ, Тутаркасси:

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ӑнсӑртран упасем те тӗл пулаҫҫӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑш-пӗрисем чылай чухне курнине курмӑш пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пулаҫҫӗ те ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тарас ҫав вӑхӑтрах киномеханика аса илет те сӑн-пичӗ ҫутӑ хӗвел пек йӑлкӑшма пуҫлать, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ пирки чӗкеҫ шатрисем те палӑрми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сертификатсем электрон форматпа пулаҫҫӗ, вӗсене заявкӑра кӑтартнӑ адреспа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ярса пама палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Хайлавсенчи геройсем халиччен пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсен тупсӑмне шырама ӑнтӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Палӑртнӑ кун, енчен те ҫынсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсенче пулаҫҫӗ пулсан, вӗсем валли онлайн-трансляци мелӗпе уҫӑ калаҫусем ирттерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Ҫынпа ҫын кӑна мар, чулпа чул та тӗл пулаҫҫӗ тесе ахальтен каламаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла ӗнтӗ, хальхи саманара хӑшместӗрсем йышлӑн тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ман тымарсем типеҫҫӗ те эмел пулаҫҫӗ, ҫынсем ӑшне кӗрсе ларма юратакан чирсене хӑвала-хӑвала кӑлара пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Хитрескер, — шухӑшларӗ ҫав хушӑра. — Пулаҫҫӗ те ҫке ытарайми хӗрсем ҫак тӗнчере!

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн майлисем нумайтарах пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах вӗсем патька-патша патӗнче пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем шухӑшлӑ та пулаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех