Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулах сăмах пирĕн базăра пур.
пулах (тĕпĕ: пулах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кулака эсӗ хӑвӑн ҫемҫелӗхне пулах чарусӑрлантарса янӑ. Окружкомра хӑйне: «Ӗҫе пултаракан йӗкӗт» теҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах кулаксем кунта тырӑ та парса татман.

Через твою терпимость веры ты и распустил кулака. Еще говорили в окружкоме: «дельный парень», а за кулаками — хлебные хвосты.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна пула хӑна пӳлӗмӗнчи диван та тахҫантанпах вараланса пӗтнипех ларать, ҫакна пула Илья Ивановичӑн сӑран пуканӗн те ячӗ ҫеҫ юлнӑ, чӑннипех вара вӑл — те мунчаларан, те кантрасенчен тунӑскер кӑна: сӑранӗ мӗн пурӗ те хыҫӗнче ҫеҫ пӗр татӑк тӑрса юлнӑ, ытти ҫӗрти пилӗк ҫул каяллах пулӗ ӗнтӗ таткаланса пӗтнӗ, хӑпӑнса ӳкнӗ; тен, укҫа хӗрхеннине пулах хапхи чалӑшнӑ, крыльци силленсе тӑрать.

От этого и диван в гостиной давным-давно весь в пятнах, от этого и кожаное кресло Ильи Ивановича только называется кожаным, а в самом-то деле оно — не то мочальное, не то веревочное: кожи-то осталось только на спинке один клочок, а остальная уж пять лет как развалилась в куски и слезла; оттого же, может быть, и ворота все кривы, и крыльцо шатается.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Алӑкӗ лайӑхах уҫӑлать пулин те, Захар ӑна аран-аран, кӗме май ҫук пек уҫкаларӗ, ҫавна пулах вӑл алӑк патӗнчех тӑчӗ, шала кӗмерӗ.

Хотя дверь отворялась свободно, но Захар отворял так, как будто нельзя было пролезть, и оттого только завяз в двери, но не вошел.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хӑвӑр тухатмӑшлӑхра пулах ӗнтӗ ҫакӑ?

— Все из-за колдовства вашего?

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫавна пулах ӗнтӗ пире ӗнер чӗрӗ какай ҫиме, сӗтпе хутӑштарнӑ сивӗ шыв ӗҫме тӳрӗ килчӗ.

Благодаря этому мы должны были вчера есть сырое мясо и пить холодную воду, разведённую молоком.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чухӑнсемпе большевиксем ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, ҫавна пулах вара паянхи пурнӑҫ йӗрки те арканса каять.

Нищие и большевики создают подлую авантюру, от которой, безусловно, страдают все плоды существующего порядка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кавказа та вӑл ҫав романтикла фанатизма пулах ҫитнӗ; эпӗ туятӑп акӑ, ашшӗ ялӗнчен тухса каяс умӗн, калӑпӑр, вӑл кӳршӗри пӗр-пӗр чипер хӗре тӗл пулсан, эпӗ службӑра пурӑнасшӑн ҫеҫ мар, вилӗм шырама каятӑп, тенех ӗнтӗ вӑл салхуланнӑ сассипе, ҫак тӗле ҫитсен вара, куҫне аллипе хупларӗ пулӗ те: «Мӗншӗн тесен, — терӗ пуль, — ҫук, кӑна сирӗн (е санӑн) пӗлмелле мар!

Приезд его на Кавказ — также следствие его романтического фанатизма: я уверен, что накануне отъезда из отцовской деревни он говорил с мрачным видом какой-нибудь хорошенькой соседке, что он едет не так, просто, служить, но что ищет смерти, потому что… тут, он, верно, закрыл глаза рукою и продолжал так: «Нет, вы (или ты) этого не должны знать!

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тивӗҫлӗ телекурав ҫуккине пулах, калӑпӑр, чӑвашсем хӑйсен ачи-пӑчисене тӑван культурӑран пистереҫҫӗ.

Из-за того что нет достойного телевидения, скажем, чуваши отчуждают своих детей от родной культуры.

Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4808-%D0%9D% ... 0%D0%BA%D0

Пуклак чӗлхемӗре пулах тӑвансемпе, кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа хирӗҫсе пӗтетпӗр, хамӑр валли хамӑрах тӑшмансем тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Ӑна пулах кӑмӑллӑ мар лару-тӑрӑва лекетӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫавна пулах 558 гектар ҫинче ҫеҫ акма ӗлкӗртӗмӗр, - тет Азиз Магеррамович. - Ҫӗр типнӗрен вӑрлӑх вӑхӑтра шӑтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Ҫак трассӑна пулах тӗпрен-чӗкӗсемшӗн чун ыратнине пытармасть ҫемье пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫавна пулах хресченсем тупӑшӑн пысӑк пайне ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӑл илӗртнине пулах ҫемйисӗр тӑрса юлнӑ Олега пурнӑҫ ниме те вӗрентсе ҫитереймен-ши? Ӗҫмен, кил-тӗрӗшре тар юхтарса ӗҫленӗ вӑхӑтра пӗтӗм ял-йыш ун ҫине пӑхса ӑмсаннӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Хӑйне выльӑха сутма ирӗк паманнине пулах ним туйми тапнӑ-хӗненӗ чухне те мӗн чунӗ тухичченех ҫапла пӑшӑлтатнӑ: «Ӗнене ан тӗкӗн...»

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Шалу ытла та пӗчӗккине пулах сиплев учрежденийӗсенче тухтӑрсем ҫитми пулчӗҫ.

Из-за очень низкой заработной платы в учреждениях здравоохранения стало не хватать врачей.

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫав кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха пулах юратнӑ хӗрӗ сивӗнчӗ: «Ман ҫине ан шан, кӗтместӗп, качча тухатӑп», – пӗлтерчӗ вӑл пӗррехинче тӗрмери Элекҫее.

Из-за этого недоразумения от него отказалась и любимая девушка: "На меня не надейся, ждать не буду, выйду замуж", - сказала она однажды Алексею, который находился в тюрьме.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫавна пулах ӗнтӗ ӑна Матакри вӑтам шкула ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫавна пулах анлӑ тӗрлӗ мероприятие тӑтӑшах хутшӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавна пулах хамӑн телеканала уҫас тӗллев патне ҫитсе тухрӑм.

И поэтому дошел до идеи открытия собственного телеканала.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех