Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулатчӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, картунта вӑл мар пулсан, кунта пачах та урӑхла пулатчӗ вӗт…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ мӗншӗн ҫапла ирсӗр тума пултарнине пӗлес тесен, манӑн пурнӑҫа, манӑн шухӑшсен мӗнпур аталанӑвне — юлашки пӗр тӑват-пилӗк ҫул хушшинчи аталанӑвне те пулни — экран ҫинчи пек пӗр сиктермесӗр курса, сӑнаса тӑрас пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тырӑ вырнӑ вӑхӑтра трактористӑн ӗҫӗ яланах мӑй таран, апла пулин те хӑш-пӗр чухне Илюш килтех пулатчӗ, анчах Альбина ӑна сӑмах хушса чӑрмантармастчӗ — ытларах унӑн амӑшӗпе калаҫатчӗ, ӗҫне туса пӗтерсен тӳрех сывпуллашма васкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Лешӗ, ӗҫ хыҫҫӑн янкӑс тумланса ҫӳрекенскер, столовӑйра, магазинта е урӑх ҫӗрте час-часах куҫ тӗлне пулатчӗ, кирек хӑҫан та куҫне аяккалла тартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Эх, тӗттӗм мар, халех ярса тытма пулатчӗ те ҫав ку пепкене!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атту пӗтес пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗрех пулатчӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кӗҫех пулатчӗ!» — шиклӗн шухӑшласа малалла ыткӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юлташӗсемпе тӑтӑшах йӗлтӗрпе ярӑннине курма пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Курманни чылай пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Вӑл кирек хӑҫан та кирлӗ тӗлте пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кунта, Шупашкарти Республика лапамӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче, «Демократилле альтернатива» парти членӗсемпе вӗсен майлисем митинг ирттереҫҫӗ иккен (кун йышши шӑв-шавлӑ пухусене иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри пур халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе поселоксенче, саласенче те курма-илтме пулатчӗ).

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫапла майпа, чӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн сӑхсах тӑраннӑ пек, юр-вар туянмалах та, тутли-пылаккине тутанса пӑхмалӑх та услам-паришӗ пулатчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӑт пулатчӗ йӗрке!!!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑт пулатчӗ!..

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Сире хӑвӑра та тӑхӑр теҫетке ҫултан иртсен те Спорт ҫуртӗнче час-час курма, самай ҫамрӑк юлташӑрсемпе теннисла вылянине асӑрхама пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Ҫу кунӗсенче, ҫӗмӗрт, ҫӗр, хӑмла ҫырли пиҫнӗ вӑхӑтра, е каярахпа мӑйӑр тулса, саралса ҫитнӗ тапхӑрсенче, райцентрта столовӑй алӑкӗ умӗнче е халӑх кӗшӗлтетекен ытти тӗлсенче час-часах Ула Тимӗрпе унӑн юлташӗ Малинов Миша ҫырла е мӑйӑр сутса ларнине курма пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Каяс ара, хӑтапа тӑхлача курманни чылай пулатчӗ, — терӗ Владимир Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эх, амӑш, амӑш, савнӑ Улька, хӗрӳ ҫитӗнсе ҫитнине кураймасӑрах сивӗ ҫӗр айне кӗрсе выртрӑн, мана тӑлӑха хӑвартӑн, — хӑй сисмесӗрех сасӑпа калаҫса илчӗ Владимир Сергеевич, — эсӗ пурӑннӑ пулсан Польӑн кун-ҫулӗ те урӑхла пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗн тери аван пулатчӗ ҫакӑнта Полина пулнӑ пулсан.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех