Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласчӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫемьене укҫа илсе килни ҫеҫ сахал, ачасемпе кӑштах пӗрле пуласчӗ сан, вӗсене вӗренме пулӑшмалла, юмах каласа памалла, урамра пӗрле уҫӑлса ҫӳремелле, мунчана илсе каймалла.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Эх, халӗ ӗлӗкхи вӑй-халӑм, маттурлӑхӑм пуласчӗ!» — терӗ те Матви чунӗ кӳтсе килнипе кӑшт ҫеҫ макӑрса ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хамӑр ҫеҫ сывӑ пуласчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗл пуласчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Улах ҫӗрте пӗр хут ҫеҫ тӗл пуласчӗ ман унпала…

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр юратрӑм пулсан, ӗмӗр пӗрле пуласчӗ тесе юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялти пуянтарах ҫынсем, халӑх умӗнче ырӑ ятлӑ пуласчӗ тесе, хуткупӑс е сӑмавар паракансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗркун ҫилленсех каласа хучӗ анне умӗнче, пӗр ывӑл пуласчӗ манӑн ҫак виҫӗ хӗр вырӑнне терӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ялта чеерех пуласчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн пек пуласчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

— Хӑва пек пиҫӗ пуласчӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Шӗшлӗ пек пуян пуласчӗ, чухӑн ҫын хисепре мар, тет.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уй, унтан кӑштах пысӑкрах та вӑйлӑрах пуласчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗччен пуласчӗ ҫакӑнта.

Вот бы остаться здесь одному.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Манӑн халь ялта пуласчӗ, — тет вӑл хула урамӗпе пылчӑк ҫӑрса пырса.

— А мне так хочется в деревню, Иван! — выбирая места посуше, говорит он.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳлек каҫра пуласчӗ шӑпчӑк, Янӑратасчӗ юррине.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Каҫхи тӑп янкӑр тӳпере Пуласчӗ манӑн ҫутӑ уйӑх.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хушаканни пуласчӗ манӑн, Ларасчӗ ҫутӑ тӗпеле, Ыр ӗҫ тӑвасчӗ асӑнмалӑх, Кӳресчӗ ҫынсене телей.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр эсӗ те пулин пуласчӗ пирӗн театрта: пӗрле лартса пама та, ҫырма та пулӗччӗ, — куҫҫулленчӗ Максимов-Кошкинский.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет кӑкӑрӗнче каллех кӗвӗҫӳ туйӑмӗ ҫӗкленет: тӗл пуласчӗ ҫав алманчӑна!

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех