Шырав
Шырав ĕçĕ:
Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.
Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html
Пиллӗкмӗш номерлӑ клӗткӑна миҫе пӗрчӗ тулӑ акнине, мӗн чухлӗ шӑтса тухнине, миҫе туна тӗрлӗ-тӗрлӗ инкеке пула пӗтнине (ку графана пӑрлӑ ҫумӑр та, нӑрӑсем тапӑнни те, Долинка пӑру та, вӑл астуманнине пула кӗрсе кайнӑ иккен, Санькӑпа Петька та кӗрсе юлнӑ), юлашкинчен миҫе пучах сыхланса юлнине, мӗн чухлӗ пухса илнине кала-кала пачӗ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сана пула ку… ӑҫтиҫук, пурте сана пула.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ паҫӑр мана: санӑн питӳ ҫутах мар, пӗркеленкӗ терӗн, — калаҫма пуҫларӗ Обломов, сӑмахне малалла тӑсса, — ҫапла, эпӗ ҫемҫешке, тӑхӑнса ҫӗтнӗ сӑхман пекех кивӗ, анчах ку — ҫанталӑка пула мар, ӗҫе пула мар, вуникӗ ҫул хушши ҫутта хам ӑшра хупса усранӑран ҫапла, вӑл тухмалли ҫул шырарӗ, анчах хӑйӗн тӗрмине ҫеҫ ҫунтарса ячӗ, ирӗке тухаймасӑр сӳнчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав чаплӑ пурнӑҫӑн пӗтӗмпех шут шӑрҫисем шаклатнине пула, мужиксен ҫуланнӑ распискисене тишкернине, фабричнӑйсемпе калаҫнине пула пӑчланас пулать!
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна пула хӑна пӳлӗмӗнчи диван та тахҫантанпах вараланса пӗтнипех ларать, ҫакна пула Илья Ивановичӑн сӑран пуканӗн те ячӗ ҫеҫ юлнӑ, чӑннипех вара вӑл — те мунчаларан, те кантрасенчен тунӑскер кӑна: сӑранӗ мӗн пурӗ те хыҫӗнче ҫеҫ пӗр татӑк тӑрса юлнӑ, ытти ҫӗрти пилӗк ҫул каяллах пулӗ ӗнтӗ таткаланса пӗтнӗ, хӑпӑнса ӳкнӗ; тен, укҫа хӗрхеннине пулах хапхи чалӑшнӑ, крыльци силленсе тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн айӑпа пула анне пӗр ҫул хушши пуҫтарса туяннӑ вӗр-ҫӗнӗ пустав пальтопа сутса ятӑмӑр, манӑн айӑпа пула аннен присутствие ҫӳреме, чӗтренсе тухакан сассипе калаҫма, вӑрӑм та хытанка пӳрнеллӗ, куҫлӑх тытнӑ куҫа курӑнман ҫын умӗнче пуҫ тайма тивет…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн айӑпа пула аттене тытса кайрӗҫ, манӑн айӑпа пула эпир укҫасӑр выҫӑ ларатпӑр.Значит, по моей вине арестовали отца, по моей вине мы теперь голодаем.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пире пула, пирӗн ухмахлӑха пула пӗтрӗ Людмила тесе шутлаччӑр та эрленччӗр-ха пӗр хушӑ…
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
1. Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ: 2. эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ; 3. эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ; Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ; 10. ҫавӑн чухне нумайӑшӗ улталанӗ; пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ; 11. темӗн чухлӗ суя пророк килӗ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ; 12. йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пынине пула ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ; 13. вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫавӑнпа калатӑп та сире: ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ: 37. сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн, тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тен, пире пула, ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ҫылӑхӗсене пула тӳрӗ ҫынсене сӑвӑрас вӑхӑт вӑрахланӗ, терӗм.39. И, может быть, из-за нас не наполняются житницы праведных, и ради грехов живущих на земле.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эллинсем енне сулӑнасси аслӑ священника пула мар, Турра уяман, виҫесӗр ҫылӑхлӑ Иасона пула пуҫланса кайнӑ: 14. священниксем ӗнтӗ парне вырӑнӗшӗн тимлесе ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ, Турӑ Ҫуртне хисеплемен, парнесене йӗркеллӗ кӳрсе тӑман, йӗс ҫаврашка ывӑтса ярсанах пуҫланакан ӑмӑртӑва, саккуна хирӗҫле вӑййа, хутшӑнма васканӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Леш ҫӗр вара унта пурӑнакансен айӑпне пула, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула пушхир пулса юлӗ.13. А земля та будет пустынею за вину жителей ее, за плоды деяний их.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана: «эсӗ мӗне пула ҫапла ахлататӑн?» тесессӗн, кала: «кунталла килекен хыпара пула» те — вара кирек мӗнле чӗре те шарах ҫурӑлӗ, пур алӑ та усӑнӗ, пурин хавалӗ те сӳнӗ, пур чӗркуҫҫи те шыв евӗр чӗтренӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль килӗ хӑйӗн шанчӑклӑ Вефильне пула намӑсланнӑ пекех, Моав та Хамоса пула намӑсланӗ.13. И постыжен будет Моав ради Хамоса, как дом Израилев постыжен был ради Вефиля, надежды своей.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ҫӗрӗ Унӑн хаяр ҫиллине пула, Унӑн ҫулӑмлӑ ҫиллине пула пушхир пулса юлчӗ.и земля их сделалась пустынею от ярости опустошителя и от пламенного гнева Его.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах кусем те эрехе пула тайкаланса ҫӳреҫҫӗ, ҫиккер ӗҫнипе ҫултан аташса каяҫҫӗ; священникпе пророк хаяр шӗвеке пула такӑнаҫҫӗ; эрехе парӑннӑ, ҫиккер вӗсене ӑсран тайӑлтарнӑ, вӗсене мӗн курӑнни тӗрӗс мар, татӑклӑ сӑмах каламалла чухне такӑнаҫҫӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн сӗтелсем ҫине хӑсса тултарнӑ, таса вырӑн ҫук.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ ҫилленнипе ӳтӗм-тирӗмре сурансӑр вырӑн юлмарӗ; ҫылӑхӑмсене пула шӑммӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ: 5. ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ, мана йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑраҫҫӗ, 6. хамӑн ӑссӑрлӑхӑма пула суранӑмсем шӑршланса юхса тӑраҫҫӗ.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.