Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуканӗнчен (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тараса савӑчӗ, сухари тӳпелесех тултарнӑскер, кӗрепенке пуканӗнчен ҫӑмӑлрах.

Чашка весов, полная сухарями до коромысла, не перевешивала фунтовой гири.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Эттай машинӑна кӗсйине чикрӗ те, алӑк пуканӗнчен такӑнса, урама чупса тухрӗ.

Эттай сунул машину в карман и, споткнувшись на пороге, выбежал на улицу.

Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӗсем извеҫпе шуратса лартнӑ хӑйсен тӑпӑл-тӑпӑл пӳртне курсах тӑнӑ: шурӑ чӳрече каррисем, чӳрече умӗнче чечексем, пӳрт хыҫӗнче пахча, пахчара шурӑ вӗллесем, алӑк пуканӗнчен тӑватӑ утӑмра ҫӳллӗ пураллӑ пусӑ айккинче нӳхреп, вите, калинккерен алӑк патне — хӑйӑр сапнӑ сукмак…

Они видели свой дом, аккуратно побеленный известью; видели и окна с белыми занавесками и с головками цветов на стекле, и за домом сад, а в саду белые ульи, и в четырех шагах от порога колодец с высоким срубом, и в сторонке погреб, курник, и от калитки к порогу — дорожку, посыпанную песком…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унта РФ вӗренӳ министрӗн Дмитрий Ливановӑн йышӑнӑвӗпе Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннипе тата министр пуканӗнчен хӑтарнипе пӗрлех (ку хыпара эпир пӗлтернӗччӗ) министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанас ыйтӑва хускатнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ректор тивӗҫне те пурнӑҫлӗ, Элтепере те пулӑшӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12445.html

Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ, халӗ вара Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать.

Который, вместо предлежавшей Ему радости, претерпел крест, пренебрегши посрамление, и воссел одесную престола Божия.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Халӗ калакан сӑмахра чӑн хакли ҫакӑ: пирӗн Аслӑ Священникӑмӑр Ҫӳлти Патшанӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енне ларнӑ; 2. Вӑл этем туман, Ҫӳлхуҫа пултарнӑ таса вырӑнта, чӑн кӗлӗ чатӑрӗнче, кӗлтуса тӑрать.

1. Главное же в том, о чем говорим, есть то: мы имеем такого Первосвященника, Который воссел одесную престола величия на небесах 2. и есть священнодействователь святилища и скинии истинной, которую воздвиг Господь, а не человек.

Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.

9. С Тобою премудрость, которая знает дела Твои и присуща была, когда Ты творил мир, и ведает, что угодно пред очами Твоими и что право по заповедям Твоим: 10. ниспошли ее от святых небес и от престола славы Твоей ниспошли ее, чтобы она споспешествовала мне в трудах моих, и чтобы я знал, что благоугодно пред Тобою; 11. ибо она все знает и разумеет, и мудро будет руководить меня в делах моих, и сохранит меня в своей славе; 12. и дела мои будут благоприятны, и буду судить народ Твой справедливо, и буду достойным престола отца моего.

Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпӗ ӑна патшалӑх туйипе патша пуканӗнчен маларах хутӑм, унпа танлаштарсассӑн, пуянлӑха нимӗн вырӑнне те хумарӑм; 9. хаклӑ чула унпа танлаштармарӑм: унӑн умӗнче мӗнпур ылтӑн — ниме тӑман хӑйӑр ҫеҫ, кӗмӗл те, унпа танлаштарсассӑн, — пылчӑк ҫеҫ.

8. Я предпочел ее скипетрам и престолам и богатство почитал за ничто в сравнении с нею; 9. драгоценного камня я не сравнил с нею, потому что перед нею все золото — ничтожный песок, а серебро — грязь в сравнении с нею.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ванея, Иодай ывӑлӗ, патшана хуравласа каланӑ: аминь! патша хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри те ҫаплах калатӑр: 37. Ҫӳлхуҫа Турӑ патша хуҫамӑмпа пулнӑ пек, Вӑл Соломонпа пӗрле пултӑр, унӑн аслӑ пуканне Давид патша хуҫамӑн аслӑ пуканӗнчен те ытларах мухтава кӑлартӑр! тенӗ.

36. И отвечал Ванея, сын Иодаев, царю и сказал: аминь, - да скажет так Господь Бог господина моего царя! 37. Как был Господь Бог с господином моим царем, так да будет Он с Соломоном и да возвеличит престол его более престола господина моего царя Давида!

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех