Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуканӗ (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр атлетика енӗпе - спорт мастерӗн кандидачӗ, кире пуканӗ йӑтассипе - спорт мастерӗ.

По тяжелой атлетике — кандидат в мастера спорта, мастер спорта по гирьевому спорту.

Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii

Владимир Петрович, Эсир машинӑпа фигурӑсем туса ӑмӑртассипе, пӗчӗк калибрлӑ винтовкӑран перессипе, кире пуканӗ йӑтассипе Чӑваш Республикинче нумай хутчен ҫӗнтернӗ.

Владимир Петрович, Вы много раз побеждали в Чувашской Республике в соревнованиях по машинным фигурам, по стрельбе из малокалиберной винтовки, по гребле.

Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii

Алексей Михайлович, унчченхи пекех, пуканӗ ҫине таянса ларчӗ, сайраран, «ҫакна та калама пулать, ҫакна та каламалла» тенӗ пек, хӑйне хӑй пуҫӗпе сӗлтсе илкелерӗ.

Алексей Михайлович сидел, все так же откинувшись на спинку стула, изредка кивая сам себе, словно утверждая: и это можно или нужно сказать, и это…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Щуров та хӑйӗн пуканӗ ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленнӗ, унтан, шӑл йӗрсе тӑракан Фома ҫинчен куҫне илмесӗр, канӑҫлӑн кӑкӑрне хыҫкаласа: — Капла та аван… — тесе хунӑ.

Щуров тоже грузно поднялся со стула и, не спуская глаз под насмешливым взглядом Фомы, спокойно почесывая грудь, сказал: — И так хорошо…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Арӑмӗ упӑшки мӗн ҫинчен каланине пӗлнӗ, анчах яланах пӗр евӗр: — Епле ан туйӑнтӑр? Чышкусем ав сан кир пуканӗ пек те… — тесе ответленӗ.

Жена знала, о чем спрашивал муж, но неизменно отвечала: — Как мне не чувствовать? Кулаки-то у тебя — вона какие, как гири…

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑмана эпӗ икӗ пукан ҫине хутӑм та пӗр пуканӗ ҫине апат сапса патӑм.

Когда доска была готова, я положил её на две тумбы, а на одной из тумб рассыпал корм.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпир Мимуса пӗчӗк пукан ҫине лартса, сӑнчӑрне пуканӗ хыҫӗнчен ҫыхатпӑр.

Мы сажаем Мимуса на стульчик, а цепь привязываем к спинке стульчика.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Спорт валли вӑхӑт сахал юлатчӗ, анчах эпӗ ҫапах та кулленех турник ҫинче упражненисем тӑваттӑм, кире пуканӗ йӑтма хӑнӑхаттӑм.

Времени для спорта оставалось мало, но я всё же ежедневно тренировался на турнике и с гирей.

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫитӗннӗ каччӑсем часах кире пуканӗ ҫинчен калаҫса кайрӗҫ те эпӗ ӑна киле йӑтса таврӑнтӑм.

Взрослые парни скоро забыли о гире, и я перетащил её домой.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тахӑшӗ унта виҫӗ пӑт туртакан кире пуканӗ илсе пынӑ.

Кто-то притащил туда двухпудовую гирю.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ хам ӑна тахҫанах путарнӑ пулӑттӑм, вӑрӑмрах вӗрен те тата икӗ пӑтлӑ тараса пуканӗ кӑна пултӑрччӗ».

Я бы и сам мог его утопить, нужно только веревку и двухпудовый стул-весы.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кӗҫени, уринчен пӗрер пӑт кире пуканӗ ҫакса янӑн, хуллен утать, Матвипе Елькка ик айккинчен тытса пымасан — кӗптӗрт тӳнсе те каять пуль.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑ, юлашкинчен, ун пурӑнӑҫӗнчи тӗллев пулса тӑчӗ, вӑл эрех ӗҫме те пӑрахрӗ, ҫывӑрма выртас умӗн шӑм-шаккине юрпа сӑтӑратчӗ, аш нумай ҫиетчӗ тата мускулӗсене ӳстермешкӗн кашни каҫах икӗ пӑт пуканӗ тытса нумай хутчен сӑхсӑхатчӗ.

Это, наконец, стало целью его жизни, он даже отказался пить водку, перед сном вытирал тело снегом, ел много мяса и, развивая мускулы, каждый вечер многократно крестился двухпудовой гирей.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чихаев ҫинчен вӗҫӗмсӗр тар юхса тӑчӗ, вӑл ӳсӗркелерӗ, пӗрре мачча ҫине, тепре сӗтел айнелле пӑхрӗ те пуканӗ ҫинче пӗрмай шукаласа ларчӗ.

С Чихаева пот лил ручьями, он покашливал, смотрел то на потолок, то под стол и ерзал на стуле беспрестанно.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Хӗрарӑм шыва кӗрсе ӳксессӗн, ҫавӑнтах пӑт пуканӗ пекех шыв тӗпнелле каять…

Баба, как попала в воду, так сейчас и на дно, гирей-пудовкой…

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анчах эпӗ стойка ҫинчен кире пуканӗ ярса илсе, ун ҫинелле ывӑтса ярсассӑн, вӑл кукленсе илсе кӑшкӑрса ячӗ:

Но когда я схватил с прилавка гирю и замахнулся на него, он, приседая, крикнул:

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ Анна Дмитриевнӑна пӗле пуҫланӑ вӑхӑт тӗлне ун ҫуртӗнче крепостнойсем шутӗнчен кантура ӗҫлеме илнӗ Митюша пурӑнатчӗ, вӑл патне яланах помада сӗретчӗ, ҫӳҫне кӑтралатса янӑччӗ, черкессенни евӗрлӗ сюртук тӑхӑнатчӗ, апат вӑхӑтӗнче Анна Дмитриевна пуканӗ хыҫӗнче тӑратчӗ, Анна Дмитриевна Митюша умӗнче французла каласа, хӑнасене унӑн хитре куҫӗсемпе ҫӑварӗ ҫине пӑхма сӗнетчӗ, анчах сӳнсе пӗтмен хавхана аса илтерекенни нимӗн те ҫукчӗ.

Но в то время, когда я узнал Анну Дмитриевну, хотя и был у нее в доме из крепостных конторщик Митюша, который, всегда напомаженный, завитой и в сюртуке на черкесский манер, стоял во время обеда за стулом Анны Дмитриевны, и она часто при том по-французски приглашала гостей полюбоваться его прекрасными глазами и ртом, ничего и похожего не было на то, что продолжала говорить молва.

ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Зал тӑрӑх темиҫе хут ҫаврӑнсан, вӑл, Люба пуканӗ хыҫӗнче чарӑнса, ӑна хура пуҫӗнчен чуптурӗ те, вӑртах ҫаврӑнса, каллех утма пикенчӗ.

Пройдя несколько раз по зале, он, остановившись за стулом Любочки, поцеловал ее в черную голову и потом, быстро поворотившись, опять продолжал свою прогулку.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мана Святой Людовикӑн крестовӑй похочӗ ҫинчен мӗн те пулин каласа парсамӑр, — терӗ вӑл, пуканӗ ҫинче пӑркаланса, тем кӗтнӗ евӗр ури ҫине пӑхрӗ.

— Потрудитесь мне сказать что-нибудь о крестовом походе Людовика Святого, — сказал он, покачиваясь на стуле и задумчиво глядя себе под ноги.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Кӳр-ха мана, халь эпӗ каласа ҫыртарам сана, — терӗ Саша, хӑй пуканӗ ҫине мана лартма шутланӑскер.

— Давай-ка теперь я подиктую, — сказал Саша и поднялся со стула, уступая мне место.

Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех