Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуканӗ (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗрес тунӑ, — ун ҫумне каска пуканӗ ҫинех пырса ларчӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тепӗр хут калатӑп, хамӑр енчи хура халӑх, — хӑйне пурте курччӑр тесе темле каска пуканӗ ҫине улӑхса тӑчӗ турхан.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасем курчӗҫ, Туканаша йӑпӑр-япӑр каска пуканӗ ҫине тӑратрӗҫ, мӑйне йӑлмак тӑхӑнтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун чухне вӑл хӳме ҫывӑхӗнчи каска пуканӗ ҫинче йӗнер юсаса ларатчӗ пулас, никам ҫукран хӑй тӗллӗн юрӑ ӗнӗрлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кире пуканӗ йӑтакансен тата шашкӑлла вылякансен турнирӗсенче те пирӗн ентешсем тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне йӗлтӗрпе чупассипе, урапаллӑ тракторпа кӑткӑс та чӑрмавлӑ дистанцире тупӑшса тата кире пуканӗ йӑтса кӑтартрӗҫ, Пермь крайӗн тата Тутарстан командисем хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Тӑватӑ куна пынӑ тӗп спорт уявӗн программинче - йӗлтӗрҫӗсен, полиатлонҫӑсен, спорт ҫемйисен, механизаторсемпе доярсен, шашкӑлла-шахматла вылякансен тата кире пуканӗ йӑтакансен тупӑшӑвӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Пӗр татӑк ҫӑкӑр илтӗм те, лаҫ алӑк пуканӗ ҫине ларса, ҫиме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй сӗтел умӗнчи каска пуканӗ ҫине ларчӗ те аллисене лӑш усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каска пуканӗ ҫинче шуранка питлӗ Ильмук чӗлӗм туртса ларать.

И ахнула: на чурбаке сидел Ильмук и курил трубку!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗпел кукринчен вӑл хӑй чикки патне каска пуканӗ кустарса тухать.

Вот он притащил свой стул-чурбан ближе к свету.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗллине ҫӗресрен каска пуканӗ ҫине лартнӑ.

Улей стоит на дубовом чурбане — чтоб не сгнил.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тухса кайма тытӑннӑ старик ӳсӗркеленине илтсен тин тимӗрҫӗ йӳле янӑ вӑрӑм кӗпи аркине хутлатса каска пуканӗ ҫине кайса ларать.

Очнулся, услышав несмелое покашливание старика, пятящегося к двери, кузнец подобрал подол длинной рубахи и, загнув его, присел на чурбак.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи шухӑшӗпе вӑл пӳртри путмарӗ те, каска пуканӗ те, тӗнӗ шӑтӑкӗ те темле илемлӗрех, якарах пулассӑн туйӑнать.

По разумению Савдеби, стол, стулья, нары в том доме тоже должны быть иные, красивые, гладкие…

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван каска пуканӗ ҫине ларчӗ.

Ухтиван тяжело опустился на чурбак.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урай варринчи каска пуканӗ ҫинче чӗмсӗр Мултиер ларать.

…В избе тихо.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каска пуканӗ лупас хыҫӗнчи шурлӑхра выртать.

Стул-чурбак валялся за сараем, в кустах.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӑтӑр япалисене», — ҫапма хатӗрленнӗ аллине ӗшенчӗклӗн сулчӗ пристав каска пуканӗ ҫине кайса ларса.

Несите вещи, — приказал пристав и замахнулся было на старика, но бить не стал, тяжело осел на бревно.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗҫӗттӗмччӗ ун хыҫҫӑн кайӑк пек — урасем ҫумӗнче кире пуканӗ

Полетела бы за ним — на ногах пудовые гири…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑлах Эрнюк ҫенӗк алӑкӗ патӗнчи каска пуканӗ ҫинче чӗлӗм туртса ларать.

Эрнюк сидит на чурбаке у сенной двери и смолит трубку.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех