Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурӑна киле ҫывӑрма кирлӗ хатӗрсем йӑлана хитрелетекен япала, искусствӑн хӑйне евӗрлӗ произведенийӗ пулса тӑнӑ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл — искусство произведенийӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ямаш Ваҫҫин «Ҫӗр юнӗ» произведенийӗ — стена ҫумне ҫакмалли суя хитре ӳкерчӗк ҫеҫ ман шутпа.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Мосальскийӗн симфониллӗ произведенийӗ ячӗпе ҫеҫ мар, ӑшчиккипе те унӑн романӗ пекех е ӑна ҫывӑх пулнишӗн питӗ савӑнса, ҫамрӑк композитора вӑл ҫапла каланӑ имӗш: «Ку поэмӑна Ленинла преми парас пулмасан, эпӗ санӑн кӑкӑру ҫине хамӑн медале хывса ҫакатӑп»…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
1840 ҫулта унӑн, пусмӑрти халӑха чун-чӗререн хӗрхенсе, ӑна ирӗке кӑларасчӗ текен шухӑш-туйӑмпа ҫырнӑ сӑвӑлла произведенийӗ пичетленсе тухнӑ.
Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.
Шӑртлӑ ҫырӑ сухаллӑ арҫын, виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе, студене те хисеп тӑвасшӑн пулчӗ, анчах шӑнтнӑ, «шӑнӑрсӑр» апат ниепле те ун аллине кӗресшӗн пулмарӗ: сӗтел ҫине вараласа, сӗрӗнкелесе, чыссӑрлатса, асамлӑ чӗнтӗрсемпе эрешлесе пӗтерчӗ — куҫ умӗнчех абстракционизм произведенийӗ ҫуралчӗ…
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Вӑл сад, Тимирязев калашле, искусство произведенийӗ пек хӳхӗм, савӑк пулӗ», — хавхаланса ӗмӗтленчӗ Лавр.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫӑпата мар, искусство произведенийӗ темелле.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халӗ кашни пусӑ искусство произведенийӗ тейӗн.
Сиплӗ те таса ҫӑл куҫӗ таптӑр ӗмӗрех // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%81%d0% ... %b5%d1%85/
…Чӑвашла нумай марччӗ-ха вӑтӑрмӗш ҫулсенче илемлӗ литетатура произведенийӗ тени.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Тепӗр тесен, эпӗ доктор диссертацийӗ ҫырман — илемлӗ литература произведенийӗ ҫырнӑ.
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.
Шопен композиторӑн «Ноктюрн» ятлӑ произведенийӗ ҫиелтех выртатчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗр-пӗр писатель е ун произведенийӗ ҫинчен ҫӗр варринче тӑратса ыйтсан та пӗр такӑнмасӑр каласа пама пултарать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
— Лайӑххи питӗ лайӑх та, практикӑра ниме тӑман большевизм произведенийӗ тесе-и?— Как образцовое, но не имеющее практического значения произведение большевизма?
4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫак кӑларӑм — паллӑ писателӗн чӑвашла куҫарнӑ пӗрремӗш произведенийӗ.Это первое произведение известной писательницы, переведенное на чувашский язык.
Лённебергӑри Эмиль мыскарисем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ку вӑл — Горькин эпӗ чи юратнӑ произведенийӗ.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кукамай: вӑл питӗ ӳссе кайнӑ, тесе ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ хушӑра эпӗ хӑй произведенийӗ пирки хисеплӗ судьян приговорне кӗтнӗ чухне хӑрарах, ҫапах та пултарулӑхне шанса тӑракан художник туйӑмӗсене тӳссе ирттертӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ача чухнехи» — Лев Николаевич Толстойӑн (1828—1910) пӗрремӗш произведенийӗ.«Детство» — первое произведение Льва Николаевича Толстого (1828–1910).
Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Литература произведенийӗ енчен илсен, ман памфлет ниме те тӑмасть, — терӗ вӑл майпен, салхуллӑ сасӑпа, — ҫав енчен илсен, ӑна литературӑна пӗртте пӗлмен ҫынсем ҫеҫ мухтама пултараҫҫӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Чӑнах та, комитет членӗсем нумайӑшӗ памфлета питӗ лайӑх литература произведенийӗ тесе хисеплеҫҫӗ, анчах та ӑна ҫакӑн евӗрлӗ пичетлеме пачах вырӑнлӑ мар, теҫҫӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.