Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

произведение (тĕпĕ: произведени) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, шӑпах ҫавӑн пирки пулӗ «Тайӑр» произведение уйрӑм юлташсем: «Ӑҫтан вӑл поэма пултӑр? Вӑл — Миттан хӑй ҫинчен ҫырнӑ сӑввисем… татӑк-кӗсӗкӗсем…», терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Литература произведенийӗн форми — вӑл питех те кӑткӑс япала, унта наци чӗлхин сӑмахӗсен сӑнарлӑ йӗрки те, калаҫӑвӑн ритм йӗрки те, произведение ҫырнӑ чухне автор ӑсталанӑ сюжетпа композици те кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халӗ те, кашни хӑй аллипе хӑй кӗнеке тытса вуланӑ саманара, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен ҫӳлте тӑракан ҫын та чӑн-чӑн тарӑн шухӑшлӑ, чӑн-чӑн ӑста ҫырнӑ илемлӗ произведение пӗрре кӑна мар, темиҫе хут вуласа тухать; кӗнеке суять пулсан, ӑна шупка ҫырнӑ пулсан, вулакан ӑна ӗненмесен те е ҫиленсе пӑрахма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ахальтен мар пирӗн шкулсенчи кашни ача ҫак чаплӑ произведение хӑй умӗнчех тытать, вуласа мар, пӑхмасӑр калама пултарать унти сыпӑксене.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ырӑ произведение пӗр хут вулатӑн-и, икӗ хут-и, пурпӗрех аларан пӑрахмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ку сӑмахсене урӑхлатса, литературӑна куҫарса, ҫапла калама пулӗччӗ: пӗр вырӑнсӑр сӑмах пуплевӗ тепӗр хут пӗтӗм произведение пӑсма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Пирӗн картинӑсем ҫумне хӑйсем шухӑшласа кӑларнине, вӗсенче пулма та пултарайманнине, кирлӗ те маррине ҫыпӑҫтарни, статьясене кирек хӑш произведени пирки те калама пулакан, тӗрӗссипе, нихӑш произведение хакланӑ чухне те кирлӗ мар трафарет чыхса тултарни.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫавӑн пек логикӑсӑр произведение ҫырма та, унӑн уйрӑм сӑнарӗсене кӑтартма та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Л. Н. Толстой малалла произведение чӗрчун организмӗпе танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Литературӑ произведенийӗн форми — произведение ҫырнӑ чӗлхе ҫеҫ мар, унти сӑнлӑхсем ҫеҫ те мар, литературӑ произведенийӗн формине унта кӑтартса панӑ сӑнарсем те кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӑш-пӗр литераторсем, пӗр-пӗр произведение илеҫҫӗ те чӗлхи паха, илемлӗ, тесе каҫсах каяҫҫӗ, ӑна ӑш-чикки ҫӗрӗк пулин те, пӗлӗте ҫити ҫӗклесе мухтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӑл хӑйӗн картинӗсене хӑвӑртрах туса «сутма» васкамасть, кашни произведение ҫырма пуҫличчен тӗплӗ шухӑшлать, темиҫе вариант та туса пӑхать, кашнине тиркесе тӑкать, юлашкинчен вара вуннӑран пӗрне суйлать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем мӗн калаҫҫӗ ман калав пирки: «… Произведение, более всего привлекающее внимание критиков и рецензентов — это повесть под названием «Где ты, море?» (перевод А. Дмитриева и В. Перуанской).

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хӗрарӑм варӗнче ҫитӗнсе ҫитнӗ ачана ҫуратмасӑр тӑма май ҫук пекех, чӗре варринче калӑпланнӑ произведение те хут ҫине ӳкермесӗр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Илемлӗ произведение ҫавах вуласа тухать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Кирек мӗнле произведение те пур чӑваш ӑнланмалла чӗлхепе ҫырмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа та ку умсӑмахра «Элкей таврашӗ» романӑн чи паллӑрах уйрӑмлӑхӗсемпе енӗсем ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑрасшӑн, произведение пӗтӗмӗшле илсе хак пама халӗ тата иртерех те, авторӗ ӑна вӗҫлесе те ҫитермен; ҫырнӑҫемӗн, пӗрремӗш кӗнекисене вулакан мӗнле кӗтсе илнине кура, вӑл унта улшӑнусемпе тӳрлетӳсем те кӗртме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ҫак ҫын хӑйӗн чи юратнӑ, чунне чи ҫывӑх произведение вулани сисӗнет.

Чувствовалось, что человек читает самое любимое и близкое душе произведение.

Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пурӗ сакӑрвунӑ произведение яхӑн ҫырнӑ, анчах пирӗн вӑхӑтра ҫичӗ трагеди ҫеҫ ҫитнӗ: «Агамемнон», «Эвменидӑсем», «Перссем» т. ыт.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Чӑвашла пӗрремӗш изданипе тухнӑ кӗнекере хӑш-пӗр ытти ҫитменлӗхсем те пулма пултарӗҫ, ҫапах та вулакан юлташсем ку произведение хапӑл тусах йышӑнӗҫ тесе шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех