Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программинче (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен Правительствин агломераци йышне кӗрекен муниципалитетсемпе пӗрле социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче ҫавна шута илсе тумалли ӗҫсене палӑртса хӑварма тивет.

Правительству Чувашии совместно с муниципалитетами, входящими в состав агломерации, предстоит учесть наработки в комплексной программе социально-экономического развития.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин ҫӗнӗ Программинче ҫапла каланӑ: «Анчах нациллӗ уйрӑмлӑхсем, уйрӑмах чӗлхе тӗлӗшӗнчи уйрӑмлӑхсем, пӗтсе пырасси классем хушшинчи чикӗсем пӗтсе пынинчен чылай ытларах вӑраха каякан процесс пулса тӑрать».

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче совет халӑхӗсем хальхи тапхӑрта пӗр-пӗринпе мӗнле пурӑнни ҫинчен, хамӑр курса-туйса тӑнипе, пурин шухӑшне пӗтӗҫтерсе, акӑ мӗнле сӑмахсемпе тӗп-тӗрӗс каласа панӑ:

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Уяв программинче хаваслӑ юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Концерт программинче 10 авторӑн музыки янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36675.html

Августӑн 19-мӗшӗнче — Панулми Сӑпасӗ, Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Хӗвеллӗ праҫник — Панулми сӑпасӗ» фольклор программинче ачасем иккӗмӗш Сӑпас кунӗнче чиркӳре панулмисене сӑвапланӑ тата ҫак уява ҫуллан тӗп уявӗ тесе шутлани ҫинчен пӗлнӗ.

19 августа - Яблочный Спас, в фольклорно познавательной программе « Солнечный праздник- Яблочный спас» дети узнали о том, что в день второго Спаса в церкви освящали яблоки и считали этот праздник главным праздником лета.

Панулми сӑпасӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... as-3395882

Шкул программинче профориентаци мероприятийӗсене йӗркелессишӗн РФ Ҫут ӗҫ министерстви яваплӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче массӑллӑ художествӑллӑ пултарулӑхпа профессилле искусствӑ ҫыхӑнса тӑнӑ никӗс ҫинче обществӑн художествӑ пуянлӑхӗ аталанса, ӳссе пырассине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче обществӑн культурӑ пурнӑҫне хӑватлан тата нумай енлӗн аталантарса пымалли, халӑха воспитани парас ӗҫре литературӑпа искусствӑн пӗлтерӗшне татах ӳстермелли ҫул-йӗрсене палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ партин ҫӗнӗ Программинче ылтӑн саспаллисемпе ҫапла ҫырса хунӑ:

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Парти Программинче обществӑ аталанӑвне ертсе пымалли наукӑллӑ никӗс пулса тӑракан обществӑллӑ наукӑсем енӗпе тӗпчев ӗҫӗсене вӑйлӑн аталантарса пыма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Партин ҫӗнӗ Программинче совет наукин аталанӑвӗн ҫӗнӗ те чаплӑ пуласлӑхне уҫҫӑн палӑртса хунӑ:

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Партин ҫӗнӗ Программинче ҫапла каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Парти Программинче ӗҫ ҫыннисене культурӑ тата политикӑ пӗлевӗсене туллин вӗрентес тӗлӗшпе кӑларса тӑратнӑ задачӑсене те пирӗн ҫӗршывра ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Наукӑна халӑх аллине парас тата халӑхшӑн ӗҫлеттерес тӗлӗшпе парти хӑйӗн иккӗмӗш Программинче лартнӑ задачӑна та чыслӑн пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫапла вара, партин иккӗмӗш Программинче аслӑ шкулсенче вӗренме кӑмӑл тӑвакансене хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама тивӗҫлӗ майсем туса пама лартнӑ задачӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавӑн пекех парти хӑйӗн Программинче пӗтӗм халӑха хут вӗрентме палӑртнине те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программинче кашни района уйрӑммӑн тимлӗх уйӑрнӑ, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Кемаль Кылычдароглу пӗрремӗш хут президент суйлавне кандидат пек хутшӑнма кӑмӑл пуррине 2022 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче FOX телеканалӑн ирхи «Будильник» программинче уҫӑмлӑн палӑртнӑ, 6-мӗш сӗтел ҫине кӑтартса вӑл «Ман пирки килӗшӳ пур пулсан эпӗ хамӑн кандидатурӑна тӑратма хатӗр» сӑмах каланӑ.

Кемаль Кылычдароглу впервые четко выразил свое желание быть кандидатом на президентских выборах, указав на 6-й стол в утренней программе телеканала FOX «Будильник» 5 сентября 2022 года со словами «Я готов выдвигать свою кандидатуру, если обо мне есть согласие».

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Уяв программинче тӗнче шайне тухнӑ вӗрентекене халалласа йӗркеленӗ «Иван Яковлевич Яковлевӑн педагогикӑри еткерлӗхӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӗп вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех