Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

председателӗпе (тĕпĕ: председатель) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бригадирсем, председателӗн заместителӗсем, фермӑсен заведующийӗсем, бухгалтерпа счетовод, вулав ҫурчӗн пуҫлӑхӗ, агроном, ял Совет председателӗпе секретарӗ — пӗр сӑмахпа каласан, ялти пӗтӗм актив колхозниксене килӗрен чӗнсе ҫӳрерӗҫ, апла пулин те, пуху ҫур ҫӗр тӗлне тин пухӑнкаласа ҫитрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пуху пуҫтарӑниччен вӑл райком секретарӗпе тата ун чухнехи колхоз председателӗпе пӗрле эртел хуҫалӑхне пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пулас суйлав ҫинчен — Пушкӑртстан Республикинчи Пишпӳлек районӗ муниципалллӑ районӗн территори комиссийӗн председателӗпе Ильдар Рахимович СИТДИКОВПА калаҫатпӑр.

О предстоящих выборах — в беседе с председателем территориальной избирательной комиссии муниципального района Бижбулякский район Республики Башкортостан Ильдаром Рахимовичем СИТДИКОВЫМ.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3644449

Кун пирки Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗпе Светлана Аристовӑпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ калаҫу ирттернӗ вӑхӑтра паллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Ҫав Крахъян мана колхоз председателӗпе хӑратса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Якура колхоз председателӗпе ҫав шлепкеллӗ ҫын ҫирӗппӗн ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан колхоз председателӗпе тепӗр шлепкеллӗ ҫын тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Колхоз председателӗпе ферма заведующийӗ васкасах тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Колхоз председателӗпе шавласа илме те тиврӗ унта.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Колхоз председателӗпе калаҫса, арманта ыраш авӑртмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Председателӗпе иккӗшӗ те хамӑрпа пӗрле ҫурла тытса вырчӗҫ, ҫӗрти пучаха пӗрерӗн-пӗрерӗн пухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Михаил Николаевич Ухваткинпа Федор Андреевич Николаев — колхоз председателӗпе партком секретарӗ — килтен киле ҫӳреҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ.

Побывав 9 мая на параде Победы в Москве президенты Казахстана, Киргизии, Таджикистана, Узбекистана и Туркмении вновь соберутся, чтобы провести серию встреч с председателем КНР Си Цзиньпином.

Китай Совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхра хӑйӗн вӑйне ӳстерет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35027.html

— Штраф пирки колхоз председателӗпе Аксановпа канашласа пӑхрӑр-и? — тӑрӑхларах ыйтрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Колхоз председателӗпе унӑн заместителӗ ытла та хура сӑнлӑ, ыттисем те ҫутӑ мар.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун чухне Хумма Левенӗ колхоз председателӗпе пӗр кашӑкран апат ҫинӗ темелле — пӗр-пӗрне ҫур сӑмахран ӑнланнӑ, ҫавна та шута илнӗ, паллах, Бархатов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Колхоз председателӗпе ял Совет председателӗ пӗрле ҫав ҫулсенче панӑ характеристикӑра ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ:

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Герасим Федотович колхоз председателӗпе мӗнлерех калаҫмалли ҫинчен шухӑшласа Пурташалла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Колхоз председателӗпе туслӑ пулнӑ пирки кӑна вӑл ӗне ферминче ырӑ курса пурӑнать теҫҫӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ял совет председателӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Испуханов Анна Петровна пӳлӗмне хӑюллӑн кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех