Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

поэтӑн (тĕпĕ: поэт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
К.В. Иванов поэтӑн музей-ҫуртӗнче (Слакпуҫ ялӗнче) упранакан шурӑ кӗрӳ кӗпи ⎼ ҫавӑн курӑмлӑ тӗслӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Колорит тенине нациллӗ поэтӑн пултарулӑхӗнчен, сӑвви-юрринчен уйрӑм илсе пӑхма ҫук, вӑл поэт пултарулӑхӗн содержанийӗпе форминче — этем кӗлеткинчи ӳтпе юн пекех; вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрни — этемӗн ӳт-тирне каса-каса пӑрахса, юнне юхтарнӑ пекех.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсем пӗтӗмпех халӑхӑн, ҫав вӑхӑтрах — поэтӑн, Хусанкайӑн; вӗсенче халӑх пултарулӑхӗпе поэт пултарулӑхӗ пӗр ҫӗре пӗтӗҫсе, тӗвӗленсе, пӗрлӗх пулса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне вӑй параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

1933—1940 ҫулсенче ҫырнӑскерсем, вӗсем чӑваш поэзийӗн паха тӗслӗхӗсем шутне кӗреҫҫӗ, поэтӑн таланчӗ тӑван халӑх ӑс-хакӑлӗпе, чун-чӗрипе ҫывӑхран та ҫывӑх тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫав вӑхӑтрах, 1933—1940 ҫулсем хыҫҫӑн поэтӑн шухӑшӗсемпе ӑнланӑвӗсем чылай ҫӳллӗ пусӑма ҫӗкленнине шута илсе, «Тилли юррисем» ҫине иккӗмӗш кӗнеке «тӳпинчен» пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Поэтӑн чунӗ пысӑк, вӑл кулать, питлет, юратать, ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Калас пулать, халӗ ҫак пысӑках кӗнеке поэтӑн поэма ҫырас ӑсталӑхне тӗплӗн тӗпчеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫитӗнсе ҫитейнӗ хӗрӳ талантлӑ поэтӑн сӑввисене, куллен-кун ҫырса пынисене, ҫырӑвӗсене лӑпкӑн вулаймастӑн, вӗсем чӗрене тивеҫҫӗ, чуна хумхантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ахаль мар ӗнтӗ поэтӑн чылай сӑввине чӑваш композиторӗсем юрра хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Кашни номерте тенӗ пекех поэтӑн сӑввисене, очеркӗсене, калавӗсене куратӑр.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Тишкерӳллӗ куҫпа пӑхсан, Айдаш стилӗнче паянхи чӑваш поэзийӗнчи ҫӗнӗлӗхсене татах та курма пулать, поэтӑн чӗлхе культури, туйӑм культури ӳссех пыни савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Сыпӑк сиктернӗ йӗркесем поэтӑн кашни сӑввинче тенӗ пекех тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Поэтӑн хӑйне евӗр кӗввисем илтӗнсех каймаҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫамрӑк поэтӑн сӑвви ҫап-ҫамрӑк геройӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫакӑн пек чух поэтӑн яланхи ҫутӑ та кӑмӑллӑ сӑнӗ кӑштах ӑмӑрланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тен, ҫавӑнпа пуль, Хусанкай поэтӑн ҫӳллӗшӗ, пуянлӑхӗ, хитрелӗхӗ Самар чӑвашӗсемшӗн тата уҫҫӑнрах палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хваттере ҫитсенех поэтӑн «ылтӑнӗпе» паллашрӑм: Ашмарин словарӗн тин кӑна тухнӑ томӗсем, Павло Тычина, Янка Купала, Галактион Табидзе, Самед Вургун тата ытти паллӑ поэтсен кӗнекисем иккен!

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тата темиҫе сӑвӑ каланӑ хыҫҫӑн Петӗр Ҫеҫпӗл Мишшин чӑваш сӑвӑҫӗсене чӑннипех ҫул кӑтартса паракан статйисем пирки асӑнчӗ, чӑваш Совет поэзине пуҫаракан поэтӑн кӗске кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вунҫичӗ-вунсакӑр ҫулхи поэтӑн сӑнарӗ куҫ умне тухса тӑрать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ахальтен мар пул ӗнтӗ Ҫеҫпӗл рольне вылякан артист-сӑвӑҫ Иосиф Димитриев поэтӑн амӑшӗ патне гримӗ-мӗнӗпех чупса кӗрсен, тӑхӑрвуннӑри карчӑк хыпӑнса ӳкнӗ, макӑрса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех