Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кривая Музга патӗнче пулнӑ ҫапӑҫура Коммунистически дивизири чи лайӑх полксен йышӗсем ҫурри ытла пӗтеҫҫӗ.Под Кривой Музгой лучшие полки Комдивизии потеряли больше половины состава.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Восстание ҫӗкленнӗ хӑшпӗр полксен представителӗсем, айӑпа йышӑнса, Керенский патне кайрӗҫ.Представители некоторых восставших полков пришли к Керенскому с повинной.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫӗмӗрсе аркатнӑ полксен юлашкисем тыла чакнӑ вӗсене улӑштарма ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ полксем пынӑ, вӗсем штыклӑ ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ, каллех сапаланнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Шенграбен патӗнчи ҫапӑҫнӑ полксен салтакӗсем тивӗҫлипех савӑнса хӑйсен кӑкӑрӗсем ҫинче «5-кӗн 30-ра хирӗҫ» тесе ҫырнӑ уйрӑм паллӑсем ҫакса ҫӳренӗ: Багратион арьергарчӗн пилӗк салтакӗ французсен авангарчӗн вӑтӑр салтакне хирӗҫ ӑнӑҫлӑн ҫапӑҫнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл вӑхӑтра ӑна ҫывӑх тӑракан тата ӑна ӗненекен ҫынсем кӑна Кутузов, — вырӑссен утмӑл ҫулхи генералӗ, Суворовӑн чи лайӑх вӗренекенӗ политикпа дипломат, вӑл хӑй пекех Суворовӑн чаплӑ похочӗсенче пиҫӗхнӗ полксен пуҫлӑхӗ пулнине пӗлсе тӑнӑ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Шувалов ҫав тери хытӑ пӑшӑрханса ӳкнӗнчӗ: пӑшӑрханмасӑр, вӑл вӗт хӑйпе пӗрле Сталинградран кунта ҫити килнӗ полксен умӗнче юлашки сӑмах калать-ҫке-ха.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хамӑр ирӗке кӑларнӑ Балканра эпир Балканри полксен юррине юрларӑмӑр.На Балканах, освобожденных нами, мы пели песню балканских полков.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ирччен вуншар километр тӑсӑлса кайнӑ полксен речӗсем тӑрӑх шифр пек кӗп-кӗске сӑмсахсемпе этем сассисем пӗр-пӗринпе калаҫкаласа илчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Самиева пулӑшма килнӗ ытти полксен подразделенийӗсем ҫапӑҫӑва кӗреҫҫӗ.В бой вступали подразделения других полков, прибывших на помощь Самиеву.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Дивизири полксен пурин те ҫапӑҫӑва кӗме йӗркеленмелле пулчӗ.Все полки дивизии вынуждены были развернуться в боевые порядки.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Полксен ҫулӗсем ҫинче триумф хапхисем, чехсен ҫимӗҫ кӳрекен ҫӗрӗ айӗнчен шӑтса тухнӑ пек, ӳсе-ӳсе лараҫҫӗ.Триумфальные арки возникали на пути полков, словно вырастали из плодоносной чешской земли.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Дивизисемпе полксен сахал вӗреннӗ командирӗсен вырӑнӗсене генералсемпе полковниксем йышӑнчӗҫ, опытлӑ офицерсене сотня командирӗсем турӗҫ; батарейӑсен командирӗсемпе штабсенчи пуҫлӑхсене пурне те улӑштарчӗҫ, ахаль казаксене Донец патӗнчи ҫапӑҫусенче лӑскаса тӑкнӑ Дон ҫарӗн номерлӗ полкӗсене пополнени шучӗпе ячӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Полксен составӗнчи юлан утсен хисепӗ, мӗн чухлӗ кирлинчен шутласан, виҫҫӗмӗш пайне яхӑн ҫеҫ юлнӑ.В составах полков оставалась чуть ли не треть нормального числа всадников.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Теприсем нимӗнсӗрех, чылайӑшӗ полксен япали-пурлӑхне тустарса тухаҫҫӗ, окладсене ҫӗмӗреҫҫӗ, офицерсене персе пӑрахаҫҫӗ, ҫула май ҫаратса пыраҫҫӗ; ирӗклӗн те тӑвӑллӑн кӗрлесе ыткӑнакан ҫурхи шыв пек, ҫуралнӑ ҫӗршывӗсем тӑрӑх саланма пуҫлаҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапӑҫура полксен чӑтса тӑма вӑй ҫитеймест.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл команднӑй пункта таврӑнсан, машина ҫинчен анса ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех, штаб начальникне шӑпах вунӑ сехетре полксен тата уйрӑм подразделенисен командирӗсемпе комиссарӗсене пуҫтарма хушрӗ.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Полксен пуҫӗнче — фюрер пӗр хут ҫеҫ мар паллӑ тунӑ штандартенфюрер Мюлленкамп, Гитлерӑн личнӑй адъютанчӗ пулса ӗҫленӗ штатдартенфюрер Гаргайс тата Гиммлерӑн ытти кашкӑрӗсем — национал-социалистсен партин тата ҫар иерархийӗн чикмекӗ ҫинче ҫӳлти пусӑмсенче тӑракан хӗрхенӳсӗр интригансем тӑнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Травкин пӗлтернисене комдив карта ҫинче паллӑ туса хунӑ; ҫӑмӑл хумхану пуҫланса кайнӑ; полксен командирӗсемпе штабра ӗҫлекенсем те хӑйсен карттисене турта-турта кӑларнӑ; Галиев подполковник, шӑнса чӗтрессине сасартӑк манса кайса, хӑйӗн буркине хулпуҫҫисем ҫинчен ҫӗрелле сирсе пӑрахнӑ; политотдел начальникӗ вара политработниксене пуҫтарма кайнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ун тавра полксен командирӗсем, подполковниксемпе майорсем тата кӑшт хӗрринерех ординарецсемпе адъютантсем пуҫтарӑнса тӑнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Дивизи штабӗ ҫӗр каҫма пӗр пысӑк вӑрманта, канӑҫсӑр ыйхӑпа манӑҫнӑ полксен варрине вырнаҫнӑ.Штаб дивизии расположился на ночлег в обширном лесу, в центре забывшихся неспокойным сном полков.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
- 1