Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн калавӗсемпе повеҫӗсене вуланӑҫемӗн куҫ умне вӑйлӑ сӑнарсем туллин тухса тӑраҫҫӗ.
Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.
Н. Г. Гарин-Михайловскин «Детство Тёмы»; «Гимназистсем», «Студентсем», «Инженерсем» ятлӑ повеҫӗсене, тӗнче тавра ҫӳренӗ чух ҫырнӑ дневникӗсемпе хаклӑ йышши чулсенчен эрешлесе тунӑ пек йӑлкӑшакан «Корея юмахӗсене», нумай калавӗсемпе очеркӗсене Совет Союзӗнче те, ют ҫӗр-шывсенче те миллионшар ҫынсем савӑнса вулаҫҫӗ.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Ахальтен мар автор «Невски проспект» тата «Портрет» повеҫӗсене чи малтан «Арабески» ятлӑ кӗнекинче, искусство ҫинчен калакан ытти статьясемпе пӗрле пичетлесе кӑларнӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Пушкин «Белкин повеҫӗсене» 1830-мӗш ҫулта, кӗркунне, холер чирӗ сарӑлнӑ пирки тухса ҫӳреме юраман вӑхӑтра, хӑйӗн Болдино ятлӑ именинче виҫе уйӑх пурӑннӑ хушӑра ҫырнӑ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Белкин повеҫӗсене» ҫыракан Александр Сергеевич Пушкин — вырӑссен аслӑ поэчӗ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
- 1