Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

планпа (тĕпĕ: план) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кардиодиспансера уҫиччен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракансене пӗрремӗш тата планпа палӑртнӑ пулӑшу пама пултаракан темиҫе уйрӑм кӑна пулнӑ.

До создания кардиодиспансера служба была представлена ​​несколькими отделениями для оказания первой и плановой помощи больным с сердечно-сосудистыми заболеваниями.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Планпа килӗшӳллӗн, Гельголанд утравӗ тата унран пӗр километрта вырнаҫнӑ Дюне утрава пӗтӗмӗшле 100 гектар (30 яхӑн футбол уйӗ) ҫӗрпе хупласа ҫыхӑнтарма шутланӑ, унта отельсем, яхтӑсемпе круиз лайнерӗсем валли пристаньсем тумалла пулнӑ, ҫавӑн пекех пляж йӗркелемелле пулнӑ.

В соответствии с планом, остров Гельголанд и расположенный в километре от него остров Дюне предполагалось соединить искусственной насыпью общей площадью 100 гектаров (примерно 30 футбольных полей), на которой должны были появиться отели, пристани для яхт и круизных лайнеров, а также оборудован пляж.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Спорт объекчӗсем тата та пур, вӗсене те хута ярасси планпа килӗшӳллӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Чӑн та, каркас пӗр эрнерех нумай ҫӗкленчӗ, рабочисен те ӗҫе планпа палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлес шанӑҫ ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Поссовет ҫирӗплетнӗ планпа.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпир планпа ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑмах май, Тӑвай тӑрӑхӗнче тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пырать тесе хыпарлаҫҫӗ.

Кстати, как сообщается, в Янтиковском округе ведется планомерная работа по обеспечению сирот жильем.

Тӑвайра тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36349.html

«Анчах чи кирли акӑ мӗн шутлатӑп: эпир чарӑнса тӑмастпӑр, медицина оборудованине малалла та туянатпӑр, пирӗн поликлиникӑсемпе больницӑсене планпа пуянлататпӑр», — палӑртнӑ Радий Хабиров пурне те ҫирӗп сывлӑх сунса.

«Но самым важным считаю то, что мы не останавливаемся и продолжаем приобретать медицинское оборудование, планово оснащаем наши поликлиники и больницы», — отметил Радий Хабиров и пожелал всем крепкого здоровья.

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникӑн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ar-3463336

Планпа географи картти масштабӗ мӗн чухлӗ пӗчӗкрех, вӗсем ҫинче вакрах япаласене ҫавӑн чухлӗ сахалтарах кӑтартаҫҫӗ.

Чем мельче масштаб плана и географической карты, тем меньше на них изображено подробностей.

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сирӗн модель, планпа картинка ҫинче кӑтартнӑ вырӑн майлах пулмашкӑн, юханшывсемпе кӳлӗсене кӑвак хутран касса ҫыпӑҫтарӑр, чугун ҫулсене ҫинҫе пралукран тӑвӑр, ҫуртсене тӑваткал шашкӑсемпе кӑтартӑр, вӑрмансем тӗлне мӑк сарса хурӑр.

Чтобы модель ваша больше походила на местность, изображенную на плане и на картинке, вырежьте реки и озера из синей бумаги, железные дороги сделайте из тонкой проволоки, домики — из квадратных брусочков, разрезанных на части, леса — из мха.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Совет Союзне тӑшмансенчен сыхлас ӗҫре Хӗрлӗ Ҫара кирек хӑш вӑхӑтра та кирлӗ пулсан пулӑшма пултармашкӑн, планпа тата картӑпа усӑ курма кашни ҫыннӑнах пӗлмелле.

Ими должен уметь пользоваться и каждый гражданин, чтобы в любой момент, когда понадобится, помочь Красной Армии в обороне Советского Союза.

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Планпа пӗрле ҫав планра кӑтартнӑ япаласен паллисене тата унӑн масштабне кӑтартаҫҫӗ.

При плане всегда даются условные знаки и масштаб.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах пӗр-пӗр вырӑна лайӑх пӗлес пулсан, планпа усӑ курма та пӗлмелле.

Но для того чтобы хорошо разбираться в местности, необходимо еще уметь пользоваться планом.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Римма Минулловнӑна ӗҫ ҫине тӳрӗ кӑмӑлпа пӑхнӑшӑн, планпа панӑ заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, нумай ҫул тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн нумай Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Римма Минулловна награждена множеством Почетных грамот за добросовестное отношение к работе, за большой личный вклад в достижение наилучших результатов по успешному выполнению плановых заданий, за многолетнюю и плодотворную работу.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

— Кун пек планпа килӗшместӗп эпӗ, — ҫирӗппӗн каларӗ Палюков.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗрхи культурӑсене, тӗпрен илсен, акса ҫитернӗпе пӗрех, вӗсен лаптӑкӗсем кӑҫал Канаш тӑрӑхӗнче планпа ултӑ пин гектара яхӑн йышӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/66098/

Сӑмах май, Министр выльӑхсене планпа килӗшӳллӗн профилактика ӗҫӗсене йӗркелемеллине, вакцинаци таврашне те вӑхӑтра тумаллине чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Енчен те комплекса планпа килӗшӳллӗн ҫӗнетсе улӑштарсан, музей ӗҫӗпе паллашас текенсен йышне 200 пине те ҫитӗ теҫҫӗ специалистсем, кӑтарту виҫӗ хут та ӳсӗ.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ Игорь Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен иртекен хушма суйлава хатӗрленесси планпа килӗшӳллӗн пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре пӗрлехи сасӑлав кунӗнче хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/31/chav ... rushsarlah

Хальхи вӑхӑт тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсемпе пысӑк хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем пӗтӗмпе 69,7 пин тонна утӑ е планпа пӑхнин 66 проценчӗ, 220,4 пин тонна сенаж (73,1%) хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех