Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

план сăмах пирĕн базăра пур.
план (тĕпĕ: план) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
План вӑл план пулса тӑнӑ чухне кӑна план, анчах та вӑл план пулма пӑрахсан — план мар вара.

План до тех пор план, пока он план, но как только он перестает быть планом, он уже не план.

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

План, план тетпӗр, ҫав плана тултарас тесен пирӗн станоксене капитальнӑй ремонт тутармалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сирӗн пӗр сӑмах, Алексей Данилович: план, план, тулман планшӑн аслӑ мастер айӑплӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

План, план тетӗр, анчах кампа тултарас-ха манӑн вӑл плана?

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Патшасем хушнине тата вӗсен планӗсене хирӗҫ вӑл хӑйӗн планне кӑларса тӑратнӑ, ҫак план тӑрӑх вӑл Дунай шывӗн сулахай енне чакса, Вена хулине французсене пама ыйтнӑ.

Решениям и планам царей он противопоставил свой план отхода на левый берег Дуная и сдачи Вены французам.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Тӗрӗсрех каласан, планплан пулмасан, план пулма пултараймасть».

Точнее, не может быть плана, если он не план…»

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Пӗр план тӑрӑх пире Мускавра университетра хӑвармалла та хӑйӗн Любӑпа пӗрле икӗ ҫуллӑха Италие каймалла, тепӗр план тӑрӑх Крым кӑнтӑр ҫыранӗ хӗрринче имени туянмалла та ҫуллахи вӑхӑтра ҫулсерен унта каймалла, виҫҫӗмӗш план тӑрӑх пӗтӗм ҫемьепе Петербурга куҫмалла т. ыт. те.

То план состоял в том, чтобы нас оставить в Москве в университете, а самому с Любочкой ехать на два года в Италию, то в том, чтоб купить именье в Крыму, на южном берегу, и ездить туда каждое лето, то в том, чтобы переехать в Петербург со всем семейством, и т. п.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ревентлов Кристиан Дитлев Дани министрӗн хула валли ҫӗнӗ план хатӗрлеме тивнӗ, вӑл плана пӑхӑнса Альтонӑна ҫӗнӗрен хӑпартма пуҫланӑ.

Датскому министру Ревентлову пришлось разработать новый план города, по которому Альтона стала застраиваться заново.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Нумай пулмасть эпир кулленхи плана тивӗҫлӗ тултарма сӑмах патӑмӑр: пирӗн шухӑш — план ҫинчен, унӑн — эпир ӑнсӑртран пӑта ҫине пусса урана ыраттарсси ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

План, план

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малтанхи план ҫинче ӳкернӗ Мускавӑн пайне кунта план варрине пӗчӗк тӑваткал ҫеҫ туса ӳкернӗ.

Маленьким квадратиком в средине плана обозначена та часть Москвы, которая была изображена на первом плане.

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Плана тӗрӗс тытнӑ пулсан, план ҫине ӳкернӗ япаласен паллисем вырӑнти япаласем ларнӑ пекех лараҫҫӗ.

Когда план правильно установлен, то обозначенные на плане предметы будут расположены так же, как и предметы на местности.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Март уйӑхӗн вӗҫне тухасси нумай та юлманччӗ ӗнтӗ, тултартӑмӑр иккен-ха пӗрремӗш квартал планне тесе ӗҫлеттӗмӗр — килчӗ-ҫитрӗ хушма план, пулмарӗ тултарасси.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Но, но, эсир, мӗнле тухмас пултӑр тата, — ҫамрӑксене чарчӗ Иван, — эпир ӗҫлемесен план тулмасть, план тулмасан начальство преми илеймест, — кулса ячӗ вӑл, — тухас пулать, ӗҫлес пулать.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пире, Ревлен Петрович, план кирлӗ, ӑнланатӑр-и ҫавна, план.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Манран вара план ыйтаҫҫӗ, план.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫичӗ ҫуллӑх план тӑрӑх, хамӑр колхоз планӗ тӑрӑх, пирӗн хамӑрӑн ялтах ача ҫуратмалли ҫурт пулмалла, хамӑрӑн пекарня, столовӑй пулмалла.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пире, ял Советне, уйрӑм план панӑ, пирӗн ҫав плана тултармалла.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл сисрӗ: старик унта тӳрех чупса килмен, вӑл плана тултарма май пуррипе ҫукки ҫинчен хӑй тӗллӗн нумай шухӑшланӑ, тен, хӑйӗн ҫыннисемпе те темиҫе хутчен сӳтсе явнӑ пулӗ, вара тин, план чӑнах та ытла пысӑккине ӗненсе, ял Советне аннӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Енчен те шанманлӑх ҫирӗпленсен, — эпӗ вара виҫӗ ҫак ҫын тӗттӗм тӗнчен чи пысӑк шайӗнче тесе шухӑшлатӑп, — ҫавӑн чухне пирӗн план — кунашкал план пур — шӑп та лӑп ҫӗрле вун икӗ сехетре ӗҫлеме пуҫлать.

Если подозрение подтвердится, — а я думаю, что эти три человека принадлежат к высшему разряду темного мира, — то наш план — такой план есть — развернется ровно в двенадцать часов ночи.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех