Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пичӗсене (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗкреххисене, пичӗсене ҫуса, таса кӗпе-йӗм тӑхӑнма хушать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсен тусанлӑ пичӗсене ҫумӑр шывӗ уҫӑлтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑшша пиҫнӗ хӗрпе каччӑ шӑвӑшлӑхран шапӑртатса юхакан ҫумӑр шывӗпе пичӗсене ҫурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ак ӗнтӗ Микка ывӑлӗсем те пичӗсене кӗҫҫе ҫӗленӗ этемсем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Йӗкӗтсем пичӗсене кӑштах шывпа йӗпеткелерӗҫ те ун патне чупса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выляса-кулса, илӗхсе-иртӗхсе тӑвайкки те «катаччи» ярӑнса кӑмӑл тултарсан, таврана ҫутӑ сӑрӑ ӗнтрӗк ҫапсан, туй-ҫуй шавӗ те самаях сӗвӗрӗлсен, пичӗсене нар тивнӗ ачасенчен нумайӑшӗ ытлашши арӑш-пирӗшленмесӗр, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмсисене нӑш-нӑш турткаласа, килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ашкӑнчӑк ҫилӗ лутра йывӑҫсен ҫулҫисене вӑштӑртаттарса иртет, ҫамрӑксен пичӗсене пырса сӗртӗнет.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Варринче ҫеҫ, Пую ларнӑ ҫӗрте, палачсем пичӗсене тата асаплантармалли хатӗрсене сарӑ ҫутӑпа ҫутатса хунар ҫакӑнса тӑрать.

Только в центре, где сидел Пую, висел фонарь, освещая желтым светом лица палачей и орудия пыток.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсене вӑл атӑ сӑмсипе тапса тата хунарӑн хӗрлӗ ҫутипе пичӗсене ҫутатса ыйхӑран вӑратрӗ.

Он будил их, ударяя носком сапога и освещая лица красным глазком фонаря.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен суранланса пӗтнӗ пичӗсене курсан та нимӗн те шарламарӗҫ.

Никто ничего не сказал по поводу их разбитых лиц.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паян ӑна хӑйӗн ҫӳллӗ пӗвӗ ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл подвалта хӗвӗшекен ҫынсен пичӗсене, вӗсен кӗлеткине курма тӑрӑшса, пӗрех май чӗрне вӗҫҫӗн карӑнса пӑхрӗ.

Сегодня ему казалось мало его высокого роста, и он, стремясь охватить взглядом весь подвал — лица, позы, — то и дело поднимался на цыпочки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Яш-кӗрӗм кӑна мар, аслӑраххисем те кӗрӗкӗсене тавӑрса тӑхӑнса, паллаттарас мар тесе пичӗсене хупласа килсем тӑрӑх ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Пичӗсене сӑрласа пӗтеретчӗҫ, кавӑнсен ӑшӗсене кӑларса хӑратмалли тӑватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Кӗрешнине курма пынӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑчӗҫ, хӑшӗсем аллисемпе пичӗсене хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пичӗсене шерпетпе ҫӑваҫҫӗ, Шурӑ пӳспе пусса шӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хула хӗрӗсем Ивука пӗринчен-пӗри хитре пек туйӑнаҫҫӗ: пичӗсене писев сӗрнӗ, тутисем хӗрлӗ, ҫӳҫӗсем кӑтрашка.

А у Ивука совсем не божественные мысли: он с интересом разглядывает городских девушек, и все кажутся ему одна другой краше. Нарумяненные, с яркими губами, завитыми волосами.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пичӗсене кӗҫҫе ҫӗлесе лартнӑ та…

Зашьют свои хари в кошму и…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫурт-йӗрсене, ӳсентӑрана, ҫынсен пичӗсене тусан тесӗ ҫапнӑ, тусан витнӗ.

Все обуяла пыль — дома, огороды, лица людей.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрарӑмсене пурне те чаплӑ, тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, ҫӳҫӗсене тӑрӑшса ҫивӗтленӗ, пичӗсене аманса кӑвакарнӑ вырӑнсем ан палӑрччӑр тесе писев сӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бинокльпа ҫынсен пичӗсене те лайӑх уйӑрса илме пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех