Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунсӑр пуҫне — пичке пушӑ мар, вӑл — тар пички.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
1-мӗшпе 2-мӗш сортлӑ галет хӗрӗх михӗ, ҫӑнӑх — пысӑк ултӑ пичке, кашни сахалтан та ҫур тонна; тӑварланӑ сысна какайӗ — икӗ пичке, кунсӑр пуҫне вилме патнех ҫитнӗ икӗ вӑкӑр пур…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Митингсенче пирӗн йӗрке ҫавӑн пек: калаҫма — пичке ҫине, пӳтлӗ калаҫмасан — пичке ӑшне.Порядок у нас на митингах установлен такой: говорить — на бочку, а ежели проврался — в бочку.
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унта пурте тутлӑ япалана юратаҫҫӗ: шляхтич пичке хыҫҫӑн пилӗк ҫухрӑм таран чупӗ, ӑна шӑтарӗ те унтан ним те юхманнине курӗ, вара: жид пуш пичкене турттарса каяс ҫук, унта мӗн те пулин пур пулас, тейӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпир ҫав пичкене хуса ҫитрӗмӗр, вӑл, чӑнах та, пичке мар иккен — автомобиль.Мы догнали бочку, и я увидел, что это автомобиль, а не бочка.
Мускав урамӗсем мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Юрӑҫи яланах пукан ҫине буфет стойки патне, эрех пички тӗлне ларатчӗ, — унӑн пуҫӗ пичке тӗпӗ тӗлӗнче, ҫаврака рама ӑшӗнчи пек курӑнса тӑратчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Душне ӑна Алексей Саввичпа Сергей шухӑшласа кӑларнӑ: вӗсем вышка тунӑ, ун ҫине пичке хӑпартса лартнӑ, пичке тӗпне шӑтарса пӑкӑпа питӗрсе лартнӑ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Серафима хӑйӗн хуҫалӑхӗ ҫинчен каласа пачӗ: сыснасем, автанпа чӑхсем, виҫӗ хур, пӗр пичке хӑяр, тепӗр пичке купӑста, нӳхрепре темиҫе михӗ ҫӗрулми пурри ҫинчен Таньӑна мӑнкӑмӑллӑн пӗлтерчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл хӑй ҫулне пӳлсе чупакан ҫынсене пӑхмасӑр пичке патне лӑпӑстатса пычӗ, хурӑн хунавне пичке айне те пулин туса, малалла кустарасшӑнччӗ ҫеҫ, ҫавӑнтах ун ҫулне ӑшша пиҫнӗ Савантей пӳлчӗ хучӗ, Кантюка, кӑшкӑртас пек, хулӗнчен ярса та тытрӗ.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Мӗнле пичке вӑл?» — тесе ыйтрӗ Кӗҫтенюк, Нямаҫ ӑна: «Шыв пички», — тесе ӑнлантарчӗ.
XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сухӑртан тунӑ факел ҫутинче ик кустӑрмаллӑ урапа иртрӗ, ун ҫинче шыв тултарнӑ пичке силленет, пичкинчен виноград эрехӗн шӑрши кӗрет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Авӑрланипе авӑрламаннине пӗлес тесе, ун ӑшне шомпол чиксе пӑхрӑм, унтан пӑшала ҫарӑк тултарнӑ пичке ҫине майлаштарса хутӑм та, хам пички хыҫне вырнаҫса, пӑшала атте ҫине тӗллерӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Атте калама ҫук тилӗрсе кайрӗ, хӑй ӑҫталла утнине те пӗлмест, — урисем ӑна итлемеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл сысна какайӗ тултарнӑ пичкерен такӑнчӗ те чикеленсе кайрӗ, чӗркуҫҫисене шӑйӑрса пӑрахрӗ, вара пушшех хытӑ вӑрҫма тапратрӗ, ҫӗрти-ҫӳлтине веҫ калать; негрпала правительствӑна пуринчен ытла ят тиврӗ, анчах, чӑннипе калас-тӑк, пичке те чылай шар курчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Матроссем рейӑсемпе мачтӑсене пӗр ҫӗре ҫыхса, вӗсен айне ултӑ пуш пичке вырнаҫтарса лартрӗҫ, ҫав пичкесене пула сулӑ шыва путмасӑр шыв ҫинче аванах тытӑнса тӑма пултарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫакса янӑ пичке лагерь еннелле тӳлеккӗн шӑвать; линейка патне ҫитсен пичке тӗпӗ ҫӗре сӗртӗнсе илет те хӑяккӑн выртать — шалти хӑйӑрӗ тӑкӑнма та пуҫлать.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Унтан сасартӑк тӑнлавӗнчен аллипе ҫапать: «Пичке, Кобылин пички!»И вдруг рукой с размаху по темени хлоп: «Бочка деда Кобылина, бочка!»
Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Григорий Мостовой, Стегачев Татьянӑна ӑсатнӑ каҫ киле пыман Григорий, пилӗк таран ҫарамасланнӑскер, урапа ҫинче ларакан пичке умне пӗшкӗннӗ те, пичке шӑтӑкӗнчен ҫинҫен сирпӗнекен шыв унӑн мӑйӗ ҫине те, ҫурӑмӗ ҫине те, хуҫлатнӑ аллисем ҫине те юхать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӑракаллӑ каткаран тепӗр труба тухать, вӑл тӳрех типӗ пас пуҫтарӑнмалли пӗчӗк пушӑ пичке ӑшнелле кӗрсе каять; пички пӗр муклашка ҫинче выртать, унтан вара труби сивӗнмелли чан ӑшнелле каять.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Килкарти урлӑ каҫса, пичкесем лартса тултарнӑ тӗттӗм те сулхӑн кӗлете кӗрсен, Марьяна, яланхи кӗлӗ сӑмаххисене каласа, пичке патне пычӗ те ун ӑшне ливер ячӗ.
XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.