Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пичетлерӗҫ (тĕпĕ: пичетле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сан пирки паян «Канаш» хаҫат ҫинче пичетлерӗҫ», тесе кулкалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Тӳрлетсе юсанӑ хыҫҫӑн доклада машинӑпа виҫҫӗмӗш хут пичетлерӗҫ, Алексей ӑна тепӗр хут Батмановпа Залкинда вуласа пачӗ.

В третий раз, после переделок и правки, доклад перепечатан и прочитан Алексеем вслух Батманову и Залкинду.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тепӗр темиҫе кунтан Фроська сӑнӳкерчӗкӗпе унӑн ӗҫӗ ҫинчен каласа панине районти хаҫатра пичетлерӗҫ.

Через несколько дней портрет Фроськи и рассказ о ее работе появились в районной газете.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Донесение часах машинка ҫинче тепӗр хут пичетлерӗҫ.

Вскоре донесение было заново переписано на машинке.

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫук, халӗ ак, аса илнӗ чухне ҫав тери интереслӗ, — малалла каларӗ вӑл, — темӗнле ырӑ пулчӗ ун чухне! — Малтанхи вӑрман заводне тунӑ чухне хаҫатра дата вырӑнне пичетлерӗҫ: вӑрман заводне ӗҫе яричен ҫавӑн чухлӗ кун юлнӑ, терӗҫ.

— Нет, теперь, когда вспоминаешь, очень интересно, — продолжал он, — это было здорово! — Когда первый лесозавод строили — в газете вместо даты печатали: столько-то дней до пуска лесозавода.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Повӗҫе ӗнтӗ «Октябрь» журналта пичетлерӗҫ, Мускавра радио тӑрӑх вуларӗҫ, — ҫав кунсенче, пӗр ирхине ман хваттерте сасартӑк телефон шӑнкӑртатрӗ.

Повесть уже печаталась в журнале «Октябрь», ее читали по радио в Москве, когда однажды утром у меня позвонил телефон.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Статьяна пичетлерӗҫ.

Статью напечатали.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӗсене Шупашкарти кӗнеке издательствинче пичетлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Сӑввине район хаҫатӗнче пичетлерӗҫ.

Стих напечатали в районной газете.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех