Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питӗнчен (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хура Тимӗре пӗтӗм халӑх умӗнчех чӗн пиҫиххипе хӗртсе илмелле те питӗнчен сурмалла.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Урамра, ҫынсем умӗнче, вӑл Алексее ыталаса илсе чуптурӗ, кайран, пӳлӗме кӗрсен, икӗ питӗнчен те вӑйпах ҫупа-ҫупа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӗрача ӑна тӑратасшӑн тӑрмашать, амӑшӗн аллинчен туртать, питӗнчен ачашлать…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Эпӗ ӑна, путсӗре, кӳр-ха питӗнчен сурам е туяпа сурӑм урлӑ хурам!

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Акӑ сана, вӑрӑна! — тесе питӗнчен ҫупса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ пырса питӗнчен чуп туса сывпуллашса тухса кайсан, хӑйне алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сан паян уяв, саламлатӑп, — питӗнчен ачашларӗ вӑл ӑна, — ҫӗнӗ кӗпе, ҫӗнӗ галстук хатӗрлесе хутӑм ҫӗркаҫах, костюмна та ҫӗннине тӑхӑн.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анюта та, ырӑ мара сиснӗ пек, чӗнмесӗр выртрӗ, хушӑран упӑшкипе питӗнчен асӑрхануллӑн сӗртӗнкелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Питӗнчен ҫапмастчӗҫ — Хусана «йӗркеллӗ сӑн-сӑпатпа» илсе ҫитерме хушнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗн упӑшкасем вӑрҫӑра тертленеҫҫӗ, эсӗ вӗсен арӑмӗсене хыпашласа ҫӳретӗн! — ҫиҫӗм пек хӑвӑрт санталине хывса Кабаргаса питӗнчен шартлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирсӗрскер ӗҫчен хӗрарӑм умӗнче, качака сухал пеккине малалла кӑнтса тӑчӗ, Атӑлҫи пикин хитре питӗнчен куҫне илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пулла ҫисе ярсан йытти хуҫи умне пырса пулӑ шӑршиллӗ чӗлхипе темиҫе хут питӗнчен ҫуласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Акӑ вӑл чечекӗпе тем пӑшӑлтатса илчӗ те хӑй сиссе юличчен ҫапӑҫакансем хушшине кӗрсе Шывачине питӗнчен, ҫамкинчен, тутинчен виҫӗ хут чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Унтан вӑл тӳрленсе тӑчӗ, туратӑн ҫутӑлакан вӗҫӗ сывлӑшра ункӑ туса илчӗ те Звягинцев питӗнчен пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь ӑна ҫил кастарнине, питӗнчен ҫапнине, куҫӗсене хупласа лартнине пӗлни маншӑн кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тин ҫеҫ килсе кӗни Завьялова темиҫе самант питӗнчен пӑхать, вӗсем хӑҫан та пулин тӗл пулнипе пулманнине аса илме тӑрӑшать, унтан кӑшт ҫеҫ хул пуҫҫисене хускатса илет те: — Мӗнпе усӑллӑ пулма пултаратӑп?.. — тет.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лиза ӑна питӗнчен ҫупса янӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктор калаҫнӑ хушӑра вӑл унӑн питӗнчен ҫав тери тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн ансӑртарах, сулахай куҫ харши тӗлӗнче ҫӗвӗклӗ питӗнчен, унӑн пӗрре мӑчлатман куҫӗсенчен тӳррӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Питӗнчен, сӑмсинчен, хӑлхинчен…

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех