Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питӗнче (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура тинӗс хӗрринче иҫӗм ҫырли ҫиет те шыва кӗрет, хӗвел питӗнче хӗрӗнет.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ленӑн питӗнче савӑнӑҫ палӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне ҫавӑтнӑ ҫыннӑн гимнастеркине, пиҫиххине, тӳмисене хыпаласа пӑхсан тин савӑнӑҫ ҫиҫсе илчӗ унӑн тӗксӗмленнӗ питӗнче: — Хӑтӑлтӑмӑр иккен, тусӑмсем, хӑтӑлтӑмӑр! Тавах сире мана пӑрахманшӑн, — темччен калаҫса пычӗ Иван, ункӑран ҫӑлӑнса тухнӑ пулӗ тесе шутларӗ ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрла хӗвел питӗнче ӑшӑннӑ тӑвайкки каҫхи сивӗпе ҫутӑ пӑрпа витӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шыв питӗнче уйӑх хӑйӗн ялтӑр ҫутипе савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑйӗн кинне тӳрех палласа та илеймерӗ вӑл — питӗ начарланса кайнӑскере: куҫӗсем тавра — хура ҫаврашкасем: саралса кайнӑ питӗнче вӗҫлеке сӑмса кӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кулӑпа ҫуталнӑ питӗнче тунсӑх паллисем сисӗнчӗҫ.

И он печально улыбнулся.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗк принц питӗнче каллех хӗрлӗ тӗс паллисем выляса илчӗҫ.

И снова он покраснел.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗкҫеҫ принц питӗнче кулӑ палӑрчӗ:

Маленький принц улыбнулся:

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Питӗнче пӗр пӗрчӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗрлӗ тӗслӗ чечек Таврара ҫурӑлса Сар хӗвел питӗнче Илемлӗхне сапни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Ҫак самантрах ун питӗнче тин ҫеҫ выляса тӑнӑ ҫӗнӗ илем ҫил ҫинчи хунар ҫути пек сӳнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хусканӑвӗсенче те, тӑрхаларах питӗнче те ывӑнни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Альбина, кӗнекипе выляма пӑрахса, кайӑксен юррине итлерӗ, ҫак вӑхӑтра унӑн питӗнче темӗнле вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анук хӗрелсе кайрӗ, унӑн питӗнче икӗ енче икӗ путӑк палӑрчӗ, куҫӗ хаваслӑн йӑлкӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ту питӗнче чиелӗх, чиелӗх.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусанккан каҫӑр сӑмсаллӑ питӗнче телей, чун-чӗри ӑшши ҫиҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑшӑ хӗвел питӗнче выртнӑ май ача чухнехи вӑхӑт та аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Каҫхи хӗвел питӗнче ҫутӑ хурҫӑ сиввӗн, чуна ҫӳҫентермелле йӑлтӑрт! йӑлтӑрт! туса вылять.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Санюк кил хушшинче хӗвел питӗнче ларма юратать.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех