Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗкӗр ҫине пырса пӑхрӑм та — ҫын сӑнӗ вуҫех те ҫук питре.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
— Хӑрушӑ ҫакнашкал питре кичемлӗх ҫук.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Пикеҫӗм, аҫу кайрӗ, — терӗ швейцар хӗр ачапа пӗрле хваттере иртнӗ май; Тавин кӑвак куҫӗсем сухаллӑ питре йӑл кулӑ мӗлкине шыраса тупрӗҫ, — вӑл кайрӗ, манӑн шухӑшӑмпа — вӑл сире кӗтсе илме хыпкаланатчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Сухал вӑрманӗпе хупланнӑ юнсӑр пичӗн шӗвӗрленнӗ йӗрӗсем вилӗ ӳт йӗрӗсем евӗрлех курӑнаҫҫӗ, анчах ҫак питре — начарланнипе путсах кӗнӗ, пурнӑҫ тинӗсӗпе йӑлтӑртатакан пысӑк куҫсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ҫак питре хӗр пурнӑҫа япӑх пӗлни ытла та кӗретӗн ҫырӑннӑ: ҫын хӑй ҫакна чухламан чухне ку — ытарайми, хӑйӗн опытсӑрлӑхне кура хуҫкаланчӑк, айванлӑх сӗмне ӳкерсен вара — питех те йӗрӗнтерет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тепӗр тесен, питре кӑна мар, Хӗлимун кӗлеткинче те, уттинче те унӑн пысӑк вӑй, пысӑк влаҫ пурри сисӗнет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ку пӗрпеклех питре те мар, кӗлеткере те мар, темре уйӑрса илме ҫуккинче: алӑсенче епле утассинче, сасӑ уйрӑмлӑхӗнче тата хӑшпӗр сӑмахсенче Люба ҫиленсе: «ӗмӗрех ямаҫҫӗ» тесе каланӑ чух, ҫак «ӗмӗрех» сӑмаха анне пекех тӑсса ӗмӗрех тесе калать те, мана анне сассине илтнӗн туйӑнать; анчах ҫак пӗрпеклӗх вӑл фортепьяно каланӑ вӑхӑтра тата ҫавӑн чухне мӗнле хӑтланкаланисенче уйрӑмах тӗлӗнмелле: вӑл ҫавӑн пекех кӗпине юсать, листасене ҫавӑн пекех сулахай аллипе ҫиел енчен тытса ҫавӑрса хурать, пассаж вӑрах ӑнӑҫманнипе тарӑхсан ҫавӑн пекех чӑмӑрӗпе клавишӑсене ҫапса, «ах, турӑҫӑм!» тет, ҫавӑн пекех палӑри-палӑрми ҫепӗҫлӗхпе уҫӑмлӑн, Фильдла чаплӑн калать, кунашкал каланин, jeu perlé, текен лайӑх ята илнӗскерӗн, хӳхӗмлӗхне хальхи ҫӗнӗ пьянистсен хӑтланкаларӑш-тӗлӗнтермӗшӗсем те мантарма пултараймаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче, шӑпах кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух — ун чухне эпӗ ултӑ ҫултаччӗ — ман ҫи-пуҫ пирки калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, анне ман питре мӗн те пулин лайӑххи тупма тӑрӑшрӗ, манӑн ӑслӑ куҫсем, кӑмӑллӑ кулӑ пулни ҫинчен каларӗ, юлашкинчен, атте каланисемпе тата куҫа курӑнса тӑракан чӑнлӑхпа килӗшсе, ӑна эпӗ илемсӗр пулнине йышӑнма тиврӗ; кайран вара, эпӗ ӑна апатшӑн тав тунӑ чухне, мана питҫӑмартинчен лӑпкарӗ те:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак питре пурнӑҫ палли кашни хут чӗтрени Василишӗн хаклӑ пулнӑ.Каждое вздрагивание в этом лице было для Василия дорогим, как признак жизни.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шӗвӗрленсе кайнӑ пӗчӗк те ӑвӑс тӗслӗ питре вилӗмлӗ лӑпкӑлӑхӑн палли пур ӗнте, сайра хутра кӑна, юхмасӑр тӑракан шыв ҫийӗ кӑтрашкаланнӑ пек, унӑн пичӗ кӑшт чӗтресе илет: е тутисем чӗтреҫҫӗ, е шупка сӑмса шӑтӑкӗсем сиккелеҫҫӗ, е куҫхаршийӗсем пӗркеленеҫҫӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Бек-Агамалов хӑвӑрттӑн, лаша евӗр, тулхӑрса сывланине те илтрӗ Ромашов, ун куҫӗн хӑрушла шуррисемпе йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан шӑрҫисене те, шатӑртатса хускалакан шурӑ янахне те курчӗ, анчах ҫак пӑсӑлса улӑшӑннӑ, тискерленсе кайнӑ питре ӑссӑрлӑх вучӗ кашни самантрах сӳнсе-сӳнсе пынине туйрӗ ӗнтӗ вӑл.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӑнлаври ҫӳҫ шуралать, питре пӗркеленчӗк нумайланать.
Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
- 1