Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки сăмах пирĕн базăра пур.
пирки (тĕпĕ: пирки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Администраци яланах ҫынсене, вӗсем ӗмӗтленнине тата вӗсем мӗн пирки ыйтнине, ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернине тӗпе хурса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

МИХсенче Алена пирки каласа парнисенчен тата унӑн проекчӗ пирки Никита Михалков режиссёр пӗлнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн фончӗ ҫурт тӑррине юсама укҫа куҫарса панӑ.

Из публикаций в СМИ про Алену и её проект узнал режиссёр Никита Михалков, и его фонд пожертвовал деньги на ремонт крыши.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Автор вилнӗ хыҫҫӑн унӑн хайлавӗсем пирки халӑх манма пуҫланӑ, унӑн пултарулӑхне Лоуренспа Вирджиния Вульф самай тиркенӗ, апла пулин те 1967 ҫулта «Форсайтсем пирки калакан сагӑна» ӑнӑҫлӑ адаптациленӗ хыҫҫӑн халӑх унӑн ӗҫӗсемпе тепӗр хут кӑсӑкланма пуҫланӑ.

Популярность его произведений упала после смерти автора, на его творчество было много нападок от Лоуренса и Вирджинии Вульф, но удачная адаптация «Саги о Форсайтах» в 1967 году вернула интерес к его работам.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Хӑйӗн «Ҫыравҫӑ пирки аллегори», «Ӳнер пирки тӗтреллӗ шухӑшсем», ҫавӑн пекех «Ӳнер тата вӑрҫӑ» статйисенче вӑл ӳнерӗн тӗллевӗ пурнӑҫпа хавхалантарасси тата ӳнер обществӑна палӑртасси пулса тӑрать тесе шутланӑ.

Целью искусства, про что он говорил в своих статьях «Аллегория о писателе», «Туманные мысли об искусстве», а также «Искусство и война», он считал общественное назначение искусства и вдохновение жизнью.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Анчах та Голсуорси хальхи вӑхӑтра романӗсене пула, уйрӑмах «Форсайтсем пирки калакан сага» ятлипе паллӑ, ку трилогире пӗрешкел ятлӑ ҫемье пирки ҫырса кӑтартнӑ.

Однако сейчас Голсуорси лучше известен благодаря своим романам, особенно «Саге о Форсайтах», трилогии об одноимённой семье.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Паттӑрлӑх пирки сӑмахланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакан тыл ӗҫченӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Матӗрне аппа ачана хӑйӗнпе ҫумлӑ тӑратса малтан Куля пирки, амӑшӗ пирки тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ те: «Юрӗ, эппин, пулӑшӑп сана, Куля, манӑн упӑшкан тӑванӗсем сирӗн ялта йышлӑ пурӑнаҫҫӗ, хамӑр та Шӑхале кайсах тӑратпӑр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пӗр ушкӑнӗ, ытларах хӗрарӑмсем, Венюк йӗри-тавра пуҫтарӑнса ларса унӑн пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ: ашшӗ-амӑшӗ пирки, ачалӑх ҫинчен, Афганистанри хӗрӳ ҫапӑҫусем пирки, душмансемпе кӗрешнӗ чухне аманни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кун пирки директорпа калаҫмалли пирки тӗсесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Енчен те вӑл мана пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ чакни пирки асӑнсан, Гаврил Романович ӗҫри дисциплинӑна пӑсма памалла марри пирки мана темиҫе те асӑрхаттарнине аса илтерӗп…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпӗ ун пек юрату пирки мар, ҫынсен пӗр-пӗрне юратмалли-килӗштермелли, эсӗ те, эпӗ те, ыттисем те пӗр-пӗрне хисеплемелли, лайӑх тӑвассишӗн тӑрӑшмалли пирки калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мӗнле вӑл, эпӗ — хам пирки, патшалӑх — хӑй пирки.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Культура пирки калаҫнӑ май этика, мораль, нравственность ыйтӑвӗсене хускатнӑ, ҫынсен пӗр-пӗринпе мӗнле пулмалли, камӑн сывлӑх малтантарах сунмалли пирки тавлашса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Бригада пирки те пилӗк ҫуллӑх план пирки те хуйхӑрма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп сире асӑрхаттаратӑп: дивизи пирки, нарком пирки пушшех те, никама та пӗр сӑмах та ан калӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кун пирки хӑй те тӗшмӗртетчӗ-ха, анчах та ӑслӑ, «вӗреннӗ» ҫынран ҫакӑн пирки пуҫласа илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех округра «Земский учитель» программа мӗнле пурнӑҫланса пыни пирки, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ачисене паракан ҫӑмӑллӑхсем пирки ыйтакансем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Вырӑс мар нацисен ӗҫҫыннийӗсем правасӑр пулнӑ пирки, тата вӗсене пит ҫаратнӑ пирки, вӗсен хуҫалӑхӗ юхӑннӑ, вӗсем чухӑнланса пынӑ.

Бесправие и хищный грабеж трудящихся нерусской национальности приводили к упадку их хозяйства, к их обнищанию.

2. ССР Союзӗнче пурӑнакан халӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫул йывӑр пирки тата ӗҫме шыв ҫитмен пирки тӗвесем те ывӑнса ҫитрӗҫ.

Даже верблюды истомились от тяжелого пути и недостатка питья.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрӑм типӗ, шӑрӑх ҫу тӑнӑ пирки тата ӳсентӑрансем сайра ӳснӗ пирки, тӑпрара ҫӗрӗк тӑпри хура тӑпраллӑ ҫеҫен-хирти пекех нумай пухӑнса пыраймасть.

Благодаря продолжительному жаркому сухому лету и редкой растительности в земле не может образоваться так много перегноя, как в черноземных степях.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех