Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиншакӗсемпе (тĕпĕ: пиншак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Арҫынла ҫӗлетнӗ пиншакӗсемпе йӗмӗсене тӑхӑнса ҫӳрекен Венгри хӗрарӑмӗсем питӗ хытӑ тӗлӗнтерчӗҫ мана…

 — Настолько в Венгрии ужасно удивили женщины, наряженные в пиджаки и брюки мужского покроя…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Повстанецсем патронсене ҫеҫ мар, хӗрлӗармеецсен хулӑн тӗплӗ ботинкисене те, тӑлавар чӗркисене те, ӑшӑ пиншакӗсемпе ватка шӑлаварӗсене те, апат-ҫимӗҫне те тиркесе тӑмарӗҫ, ӑмӑртсах турта-турта илчӗҫ.

Повстанцы брали нарасхват не только патроны, но и толстоподошвенные желтые красноармейские ботинки, мотки обмоток, теплушки, ватные штаны, продукты.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсем хаваслӑн калаҫкаласа сывлӑх сунчӗҫ; патрон хутаҫҫисене, яппунсен сӑран патронташӗсене салтса хучӗҫ; шинелӗсене, ваткӑ пиншакӗсемпе ҫӗлӗкӗсене кравать ҫине купаларӗҫ.

Красноармейцы весело здоровались, снимали подсумки, кожаные японские патронташи, на кровать в кучу валили шинели, ватные теплушки, шапки.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Машинӑсем инҫене кайни мар кӳрентерет — кунпа ҫырлахма пулать, мӗншӗн тесен Кубаньре тачанкӑна юратаҫҫӗ пулсан та, машинӑна чи хытӑ чупакан ӑйӑрсем те чупса ҫитес ҫуккине пурте пӗлеҫҫӗ; пассажирсене тусан ҫӑтма, унтан вара пиншакӗсемпе картузӗсене нумайччен силлесе тасатма тивнине те каҫарма пулать — Кубаньре ҫуллахи вӑхӑтра ҫакна та тахҫанах хӑнӑхнӑ.

Но было обидным не то, что ушли они далеко вперед, — с этим можно было смириться, ибо и на Кубани, где тачанка еще в моде, все уже знают, что даже самые холеные жеребцы не угонятся за машиной; можно было бы простить и то, что пассажирам довелось глотнуть пыли и потом еще долго вытряхивать пиджаки и фуражки, — к этому в летнюю пору на Кубани тоже давно привыкли.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех