Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пинсем (тĕпĕ: пин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашне те ҫак майпа ҫеҫ ҫӗкленсе пырсан та хӑй ватӑлнӑ ҫӗре Тӗмеркке пинсем тытакан ҫӗрме пуянах тухатчӗ пулӗ те (ялти масштабпа), пӑрахнӑ вӑл суту-илӳ ӗҫне.

И если бы он вдруг не перестал заниматься торговлей, глядишь, выбился бы в знатнейшие люди по деревенским меркам. Он резко оставил свое дело.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, кам хӑшне ҫӗнет: пӗр рупий пинсене-и е пинсем пӗр рупие?

Как думаешь, кто кого победит — единица тысячу или тысяча единицу?

«Укҫана укҫа туртни» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Ай, эпӗ пинсем ҫине вӗренме куҫман-ха! — кӑшкӑрчӗ хӑраса ӳкнӗ Зина.

— Уй, я ж на тысячи еще не проходила! — воскликнула Зина испуганно.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Эсӗр пур — тепрер уйӑхран та икӗ пинсем анчах пуласса шанатӑр мӗн…

А вы только через месяц надеетесь иметь две тысячи…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫак пинсем кунта, нихӑҫан сӳнми пӗр вӑй пулса, хӑватлӑ трансформаторпа пӗрлешеҫҫӗ.

Эти тысячи сливались здесь в единый мощный трансформатор никогда не затухающей энергии.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ирхине, ҫутӑлнӑ чухне, Перекоп ӑнран яракан сив чирпе вӗре пуҫласан, пинсем пралук кармакӗсем урлӑ тӳрех тапӑнса кӗрсен, шуррисен хыҫӗнче, Литовски ҫурутрав ҫинче, Сиваш урлӑ каҫнӑ малтанхи колоннӑсем ҫыран ҫине хӑпара пуҫланӑ.

И когда с рассветом вскипел в безумной лихорадке Перекоп, когда прямо в лоб через заграждения ринулись тысячи, в тылу у белых, на Литовском полуострове, взбирались на берег первые колонны перешедших Сиваш.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пинсем хушшинче, хайӗн пулемётне пуҫ ҫинче асӑрханса тытса пырса, Иван Жаркий те утнӑ.

В числе тысячи шел и Жаркий Иван, бережно неся на голове свой пулемет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Камсем-ха вӗсем, ҫав пинсем, миллионсем?

Кто ж эти тысячи и миллионы?

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Том нихҫан та пӗр тӑрукӑн аллӑ доллар та курман-ха; пуян мар ҫемьесенче пурӑнакан ытти арҫын ачасем пек, вӑл та ҫапла шухӑшлать: «Ҫӗрсем» тата «пинсем» ҫинчен калаҫнисем ҫеҫ, чӑннипе илсен, тӗнчере ун пек пысӑк укҫасем пулмаҫҫӗ те».

До сих пор он никогда не видел даже пятидесяти долларов сразу и, так же как и другие мальчики его лет и небольших достатков, полагал, что все разговоры насчет «сотен» и «тысяч» — это только так, для красного словца, а на самом деле таких денег не бывает.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех