Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пилӗкӗнчен (тĕпĕ: пилӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ⎼ ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрнепе Шупашкар уесӗсен хӑш-пӗр хутлӑхӗнче, чӑпар та тӗлӗнтермӗш ҫи-пуҫ ⎼ пилӗкӗнчен татса пӗрнӗ пуштӗрлӗ шопӑр йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хура маска ӑна пилӗкӗнчен тытса йӑтнине, вӑл хирӗҫ тытманнине курсан темӗнле кӗтмен ӗҫ пулса иртнине ӑнланса, ҫуйлӑн эхлетрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска Ҫтаппана тӑна кӗме памасӑр пилӗкӗнчен ыталаса тытрӗ те ҫӗр ҫинчен хӑпартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр, каччӑ ӳксе намӑс курасран, ӑна пилӗкӗнчен пырса тытрӗ: «Юрӗ, ҫиттӗр, ывӑнтӑн вӗт. Мӗнле килӗшнӗччӗ-ха эпир?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Арҫын хай тӑракан вырӑнтан васкамасӑр пӑрӑнса тӗрӗслев кӗтес илет: «Куратӑн-и, пурте йӗркеллӗ. Санӑн куҫу чалӑшма пуҫланӑ. Урӑх ман пата клише йӑтса ан кил. Ӑнлантӑн-и?» — тесе вылявлӑн шӗвӗр пӳрнипе Вӗҫелиса пилӗкӗнчен тӗксе илет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Раман ӑна пилӗкӗнчен ҫатӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сутуҫӑсем патӗнче пилӗкӗнчен пистолет ҫакса янӑ ҫар ҫынни утса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫук, нимсӗрех юлмастпӑр, — пилӗкӗнчен ярса тытса, вӑрт-варт ҫавӑркаларӗ ӑна Якур.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак ҫӗнӗлӗхе унра каччи асӑрхамарӗ те пулас — хӗре тӳрех пилӗкӗнчен ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Шыв трамвайне ларнӑ чухне ман умри пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм кӑштах шыва анса каймарӗ, эпӗ ӑна пилӗкӗнчен тытса ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Георгий кӗсменӗсене пӑрахрӗ те ӑна пилӗкӗнчен хытӑ тытрӗ, питҫӑмартинчен, тутинчен, ҫамкинчен хӗрӳллӗн чуптуса пӗтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Анчах Володя ӑна хальхинче аллинчен мар, пилӗкӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Верӑна пилӗкӗнчен тытнӑ Изамбаев куҫ сиктермесӗр пӑхать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Йӑлтах туртса илӗпӗр! — сӑмах майӑн вӑл сулахай пилӗкӗнчен ҫыхса янӑ хӗҫне аллипе тӗкӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах вара ӑна пӗр салтак, Савантере пулӑшма чупса пынӑскер, хӗҫӗпе пилӗкӗнчен ҫапса ҫӗре ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫпа, Аванкай мучи сайхахӗ ҫине хӑпарса ҫывӑрма выртсан, Аҫтӑрхан Ишмука пилӗкӗнчен кӑлт! тӗкрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗн пилӗкӗнчен чылай аяла тӑсӑлакан ҫӑра ҫивӗчӗ вӑхӑт-вӑхӑт сиккелесе илет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӗҫне йӗнни-мӗнӗпех пилӗкӗнчен салтса илчӗ те старике пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак вӑхӑтра чӑлана Павӑл кӗчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка ҫаклатрӗ, пилӗкӗнчен аяларахри пур ҫи-пуҫран та хӑтӑлчӗ, вара ӑна-кӑна аслисен ӑс-пуҫӗ шайӗпех ӑса хывайман, «ҫиме юраман панулмие вӑйпах, хӗсӗрлесех ҫитерессе» чухлайман хӗр ачана та ҫаппа-ҫарамас хывӑнтара пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сасартӑк Кӗркури куҫне чапраслатса, хӑят пукани пек ҫулӑмлатса, пилӗкӗнчен паллӑн хуҫӑлчӗ те ытла та нушаллӑн йынӑшса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех