Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикисем (тĕпĕ: пика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир хӑш халӑх пикисем?

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӗсен маттур арӑмӗсемпе чипер пикисем кӗнчелепе ҫӑм арлама, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме, пански йӗппипе ӑшӑ чӑлха-алсиш, ҫекӗлпе сӗтел-пукан, урай сармисем ҫыхма пит ӑста иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Чӑваш пикисем чипер пулаканччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яшма пикисем кӳлӗ хӗррине карталанса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн Нухрат, Хусан пикисем пек, нихҫан та тарҫӑсемпе ҫӳремен.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах Харьковри вокзалра вӑл сасартӑк лагерьте паллашма тӳр килнӗ хӗрарӑмсен ушкӑнӗпе тӗл пулчӗ; хӗрарӑмсем тӑван ҫӗршывне нимӗҫ «пикисем» пулса таврӑннӑ.

Но в Харькове на вокзале она вдруг встретилась с группой знакомых по лагерю женщин, покинувших родину в качестве немецких «фрау».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Лаш Таяпари «Сударушки» ушкӑнӑн илемлӗ пикисем савӑк юрӑ-кӗвӗ шӑрантараҫҫӗ.

Красавицы группы «Сударушки» исполняют веселые песни.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Хуравӗ ансат — казах пикисем...

Вопрос прост - казахские девушки...

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Тутар хӗрӗсем чӑваш пикисем пек мар ҫав, качча тухсан мӑшӑрне ҫирӗп алӑра тытаҫҫӗ.

Татарки чета чувашским девушкам, вышли замуж и крепко держат в руках своих мужей.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Чӑваш тумне тӑхӑннӑ ҫамрӑксем утсем кӳлнӗ сухапуҫӗсене тытса лапам тӑрӑх иртеҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑнах пурак ҫакнӑ чӑваш пикисем вӑрлӑх сапса пыраҫҫӗ, яшсем сӳре туртса вӑрлӑха варӑнтарса анана тикӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ахальтен мар чӑваш пикисем спортпа туслӑ, тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртусенче малтисен ретӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Районти культура ӗҫченӗсем, ялсенчен катаччи чупса килнӗ Ҫӑварни пикисем чӑнласах та картинка ҫинчи пекех капӑр та илӗртӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Елчӗк тӑрӑхӗн пикисем пултарулӑхӗ иксӗлми пулнине кунта та ҫирӗплетрӗҫ.

Девушки из Яльчикского поселения и здесь доказали, что их мастерство безгранично.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Калӑпӑр, Нӑрваш Шӑхаль пикисем ҫӑматӑ ывӑтас енӗпе тупӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех