Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикесемпе (тĕпĕ: пике) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш тумтирне тӑхӑннӑ пикесемпе яшсем унта хутшӑнакансене савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Хӗрлӗ тӳрем ҫар тумӗ тӑхӑннӑ кадетсемпе, илемлӗ кӗпеллӗ пикесемпе пуянланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Маттур та пултаруллӑ пикесемпе каччӑсем республика чысне те ӑмӑрту-конкурсра пӗрре мар хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo

Ҫирӗп чунлӑ пикесемпе хӗрарӑмсене чылай чухне хӑйсене те тӗрев кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

— Магазин таврашӗнчи хӗрлӗ туталлӑ пикесемпе инкесене агрономпа зоотехникран ытларах мещенсем кӑна хисеплеҫҫӗ, эп вара мещен мар.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫавӑнпа паян вӑхӑта пӗрле савӑнӑҫлӑ ирттерни, йӑлӑмри чечексем пек пикесемпе ҫӳресе киленни асӑмӑртан нихҫан та ан тухтӑрччӗ!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсен хушшинче шап-шурӑ ҫӳҫлӗ ватӑсем те, ҫап-ҫамрӑк пикесемпе каччӑсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Ҫавӑнпа та хамӑрӑн арҫынсенчен ыйтас килет — пикесемпе тимлӗрех пулӑр-ха, еркӗн вырӑнне ан хурӑр вӗсене, арӑм ролӗнче курса ҫемье ҫавӑрӑр.

Поэтому хочется обратиться к нашим мужчинам - будьте повнимательней к девушкам, не держите их за любовниц, а в роли жены создайте семью.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Тренажер залне ҫӳрекен пикесемпе яшсем татах пур. Пӗрисем кӗлетке илӗртӳллӗ те хитре пултӑр теҫҫӗ, теприсем начарланас тӗллевпе килеҫҫӗ», — терӗ спорт шкулӗнче 18 ҫул ӗҫлекен тренер.

"Есть и еще девушки и парни, которые ходят в тренажёрный зал. Одни хотят сделать фигуру привлекательной и красивой, другие с целью похудения", - сказал тренер, работающий в спортивной школе 18 лет.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех