Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенчӗ (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чарма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах халӑхӑмӑр хӑраса тӑмарӗ, ҫанӑ тавӑрса ӗҫне пикенчӗ, вара, вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир вӑрҫӑчченхинчен лайӑхрах пурӑнма тытӑнтӑмӑр, малалла каяс ҫул ҫинче ҫӗнӗ тапхӑра ура ярса пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫак вӑхӑтра Венюк тӗттӗме тарма пикенчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, Апуҫ пӗрре сиксех ачана ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Венюк купӑсне ярса тытма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эй, эсӗ пиччӳ пирки ан пӑшӑрхан, — ҫунатлантарма пикенчӗ Апуҫ Актая.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эсӗ ман пиччене ан тӗкӗн! — пӑрӑнса утма пикенчӗ Актай.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗлип манран хӑраса пулас, ыратнине пӑхмасӑр чаршав айӗпе упаленсе тухма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӑл йӑпӑр-япӑр анчӑка ярса илчӗ те ӑна тӳрех сцена ҫине кӑларма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

«Ку та ман пекех Сантӑрккана асӑнма килнӗ иккен», — кӑштах лӑпланчӗ те Укань, Ҫимуна лӑскаса вӑратма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улмине шуратса пӗтерсе шывпа чӳхерӗ те турама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укань, алӑк патне ларса, ӑшаланӑ хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчеме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗпе кӑшласа татнӑ ҫӑварлӑхне кӑларса пӑрахрӗ те хӑйне кӑкарнӑ кивӗ вӗрене кӑшлама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунса тухас пек йӑлтӑртатакан куҫӗсене тавӑрса пӑрахрӗ кашкӑр, Петрукӑн юман тураттине ҫыртса татас пек кӑшлама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ юпана кӑларасси ҫӗнӗ шӑтӑк чавассинчен йывӑртарах тесе, Раюк Ҫтаппанӗ киввипе юнашар ҫӗнӗ шӑтӑк чавма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уканӗ, ним пулман пекех, ҫи-пуҫне, татӑлнӑ чӗрҫитти кантрине юсакаларӗ те хӑйӗн веялкине ҫавӑрма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Курмастӑр-им мӗн иккенне?! — урапине малалла ӳпӗнсе туртма пикенчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынни ним усал туманнине курса, хӑй те, шӗтӗрнек хӗрринчи чӑххисемпе пӗрле чакаланса, тӑпра сирпӗтме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӗпӗртен… — калаҫу пит ҫыхӑнсах кайманнине сиссе, йытӑ пуҫлӑ чӗлӗмне Ҫимун пӗр тӑтӑш паккама пикенчӗ, кӑшӑлӗ тарпа нӳрленнӗ карттусне чӑматанӗ ҫине хывса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл тӑрлавлӑрах шухӑшлама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр-икӗ хутчен лесник пулма пикенчӗ, тӗрлӗ пӑтӑрмаха пула ӗҫӗ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех