Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикентӗм (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пирки материалсем шырама пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫапла эпӗ электрик ӗҫне пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Наградӑсен пайӗнчен ҫыру кая юлса ҫитрӗ, эпӗ сирӗн пата шӑнкӑравлама пикентӗм, анчах никам та ответ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Те поэт сӑмахне итлесе, те ун «мерчен тумламӗ» тумла-тумла чӗрене витернӗрен — эпӗ те лирикӑллӑ сӑвӑсем ҫырма пикентӗм вара.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн тӑван яла кайса килмелле мар-и тесе кӗпепе шӑлавара якатма пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫырӑва хам ума хутӑм та столовӑйри йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен ҫырнӑ йӗркесене кӑранташпа хура йӗр туртсах паллӑ тума пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗр халь-халь йӗрсе ярас пек туйӑннӑран кӑмӑла хытарса ӑна йӑпатма пикентӗм:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ хам кӑна сыснапа укҫа пирки ыйтса пӗлме пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Паса ямаспӑй! — эпӗ те сӗтел хушшинчех аппа куссине кусма пикентӗм ҫак вӑхӑтра кушака чӑннипех парса ярас килмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ун хыҫҫӑн колхозра ӗҫлеме пикентӗм,- мӑшӑрӗ манер тӑсрӗ калаҫӑва кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Эпӗ аллӑмсем ҫине арҫынла суртӑм та хайхи хыра касма пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кусем виҫҫӗшӗ те антоновка, хӗрӗх ҫиччӗмӗш ҫулта лартнӑскерсем, — улмуҫҫисенчен пуҫлать пахчине кӑтартма Тимофей Иванович, — уйрӑлса тухрӑм та чи малтан сад ӗрчетме пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

— «Атака!» — терӗ те командир, эпӗ те ыттисемпе танах сиксе тӑрса чупма пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Уй-хир ӗҫӗ пуҫланиччен эпӗ, ҫине тӑрсах, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне хатӗрленме пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ӑна татах тытма пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ аран-аран ура ҫине тӑрса кайма пикентӗм, анчах чӗркуҫҫи питӗ ыратнипе утаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хама витнӗ сӑхман аркине сиртӗм, вырӑн ҫинчен тӑма пикентӗм, анчах хал ҫуккипе тӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакӑнпа ытлах кӑсӑкланмасӑр пусмапа улӑхма пикентӗм, Бутлера хуравларӑм:

Не обратив на это особого внимания, я стал подыматься по лестнице, сказав Бутлеру:

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑштахран, шухӑшласан тата хамӑн фланель костюм ҫинчи йӗплӗ шариксене, ҫыпҫӑнчӑкпа чуста муклашкисене (чустапа усӑ курассине чармалла пек те) тӗплӗ тасатсан самаях тӗттӗм ҫӗрте тӑвалла улӑхма пикентӗм.

Постояв, подумав и выбрав из своего фланелевого костюма все колючие шарики и обобрав шлепки липкого теста, которое следовало бы запретить, я пошел вверх, среди относительной темноты.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫавӑнпа та янкӑр ҫиҫкӗнӗвӗн хавхаланчӑк тӗркӗшӗвне лексе йӗри-тавра мӗн пулса иртнине сӑнама пикентӗм; васкамасӑр утатӑп, никамран та нимӗн те ыйтмастӑп; яланхи пекех темелле-тӗр: хӑйсен чеченлӗхӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе тӗлӗнтерсе ҫӗклентерекен чечексен ячӗсем мана нихӑҫан та кӑсӑклантармаҫҫӗ.

И, погрузясь в заразительно яркую суету, я стал рассматривать, что происходит вокруг; шел я не торопясь и никого не расспрашивал, так же, как никогда не хотел знать названия поразивших меня своей прелестью и оригинальностью цветов.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех