Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикене (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле каччӑ куҫ ан хывтӑр-ха ҫавӑн пек пикене?

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Юлташсем систермесӗр чӑтаймарӗҫ хама: «Вӗҫертен чипер пикене, вӑл яланах Турунов ывӑлӗпе пӗрле», — теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хӑв валли пӗр-пӗр турамӑш пек хитре те ҫап-ҫамрӑк пикене куҫ вӑлтса хутӑн пуль-ха, э?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пултаруллӑ та илемлӗ пикене Хирти Ӗнел каччи Вячеслав Кольцов куҫ хывать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Пикене мар, пукане тес пулать, — тетӗп Ҫатюк амӑшне.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пикене те пикене! — тет Ҫатюк амӑш.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫанталӑкӗ тӳлек, тавралӑх тин ҫеҫ ҫимӗк мунчинче ҫӑвӑнса тухнӑ сар пикене аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малтанхи иккӗшне хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑлӗсене И. Я. Яковлевпа Ҫеҫпӗл Мишшине, виҫҫӗмӗшне тӑван тӑрӑхри пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ икӗ пикене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Чипер те ӑслӑ ырӑ пикене вырӑнти каччӑсем куҫ хывмасӑр тӑма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Тинкерсе пӑхайсан куртӑм пӗр пикене!

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

«Чи хӳхӗмми» тесе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ пикене палӑртнӑ.

Самой прекрасной была отмечена красавица из Башкортостана.

Раҫҫей чӑваш пикине суйланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33700.html

Юратмасӑр епле чӑттӑр Яш чӗри ҫак пикене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Урхамах ҫине-ҫке лартӑп Тӗлӗкри ҫав пикене!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр куҫлӑ сар пике // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 7 с.

Хальччен хӑйӗн кӑмӑлне те пусарнӑ, пикене те савӑнтарса хӑварнӑ.

И себя бы удовлетворил, и девушку порадовал.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салтак пикене ыталаса илчӗ те, вӗсем, — пӗри ҫаппа-ҫарамас, тепри урамри тумпа, — вырӑн ҫине йӑванчӗҫ.

Солдат обнял красавицу, и они оба — одна совершенно нагая, другой в солдатском мундире — повалились в постель.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав ӗмӗтри пикене, уҫӑ сывлӑша арӑм тӑвасшӑнччӗ-и эс?

И он собирался эту сказку, этот свежий ветер сделать своей женой?!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр ҫулне ҫитсен ӗҫчен те сӑпайлӑ пикене ял каччи Геннадий Степанович Лебедев куҫ хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Вучах кутӗнче тар юхтарса ӗҫлекен тимӗрҫӗсем ку хитре пикене лайӑххӑн курса юлма та ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Жюри членӗсем кашни пикене ятарлӑ номинаци парса чысларӗҫ, Шӑхасан хӗрӗ Анна Архипова пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнине, Татьяна Максимова (Чакаҫ) — иккӗмӗш пулнине, Татьяна Кузьмина (Сиккасси) виҫҫӗмӗш вырӑна тухнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/

Каярах аслашшӗ сар пикене шанчӑклӑ ҫынсем патне ӑсатӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех