Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

переҫҫӗ (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бомба пӑрахни ҫитмерӗ, пулеметпа ҫунтараҫҫӗ нимӗҫ самолечӗсем — те курсах переҫҫӗ, те курмасӑрах.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуйӑс хыҫӗнче те, малта та зениткӑсем пӗр чарӑнмасӑр переҫҫӗ — тӑшмана ҫывӑха ярасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем стройпа утаҫҫӗ, туризм ҫулӗпе чӑрмавсене парӑнтарса чупаҫҫӗ, пӑшалтан переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Зарница» тата «Орленок» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61154

«Ман нихӑш сӑмаха та хӑлхана чикмеҫҫӗ — кирек хӑҫан та хӑйсеннех переҫҫӗ. Кама хывнӑ-ши вӗсем, кама?»

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Салтаксем аякранах переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем вара, ҫакӑнпа усӑ курса, пӑшалӗсемпе переҫҫӗ те переҫҫӗ, пӑлхавҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиелсем, ҫурт-йӗр хыҫне пытанса, тӑшман енне ухӑран переҫҫӗ, анчах вӗсен ҫӗмренӗсем никамах та сиен тӑваймаҫҫӗ пулас, салтаксем тӗлне ҫитичченех ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӑшал переҫҫӗ! — терӗ вӑл хӑй патне сиктерсе пынӑ Укаслӑва.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ ҫиччӗшне, Егоров пиллӗкӗшпе персе ӳкерме ӗлкӗртӗмӗр — фашистсем часах ӑнланчӗҫ: совет снайперӗсем ҫав Гитлер портречӗ хыҫне пытанса переҫҫӗ, пулла ӑманпа улталанӑ пек улталасшӑн, терӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Левенчукпа Курбангалиев переҫҫӗ — усӑсӑр, тӑшмана лектереймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Малтисем, автоматсене хырӑм тӗлне тытса, сӑрт ҫинелле татти-сыпписӗр переҫҫӗ, хӑйсем хаяррӑн кӑшкӑрса тӑвалла чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Тӑшман салтакӗсем автоматпа хӑмӑшлӑхра та переҫҫӗ, кӳлӗ таврашӗнчи вырӑна пӗтӗмпех шыраҫҫӗ, ҫак Кирук ларакан хӑмӑшлӑха та кӗрсе пӑхаҫҫӗ — анчах ҫамрӑк паттӑра куҫран йӗп пек ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Вӗсем эпир ҫӳренӗ ҫул ҫинче переҫҫӗ, кунталла килеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шоссе енче автоматсем шӑтӑртата-шӑтӑртата илеҫҫӗ: фашистсем вӑрман ӑшнелле тӗлсӗр-мӗнсӗр переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ак пирӗннисем переҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Фашистсем тӗлли-паллисӗрех переҫҫӗ пулас», — тесе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фашистсем, ав, ҫывӑхрах переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пирӗн пуҫ урлӑ пӗр-пӗрне переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

☀️ Хаяр ҫын ҫине шӑл хӑйраҫҫӗ, йӑваш ҫын ҫине чулпа переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Арҫыначасем хӑйсем тунӑ шӑрпӑк пӑшалӗсемпе переҫҫӗ, хӗрсем пӑхса тӑраҫҫӗ, хӑрам пекки тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех