Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Зарница» этапсем тӑрӑх «Связистсем», «Разведчиксем», «Тӗл перекен стрелок», «Шурлӑх витӗр тух», «Чӑрмав йӑрӑмӗ», «Мина уйӗ» эстафетасем формипе иртнӗ.
Ача садӗнче "Зарница" иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3659010
Вӑл вӑхӑтра эпӗ атте-аннесенчен вӑрттӑн тимӗрҫ лаҫҫинче те сахал мар пытанса пурӑннӑ, — ватӑ тимӗрҫпе пӗрле сасӑсӑр перекен пӑшал тӑвасшӑн тӗрмешеттӗмӗр…
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫӳлтен ҫӑвакан юрпа пӗрле йӗри-тавра милӗк шӑрши перекен мунча кӗлӗ вӗҫсе тӑчӗ вӑл ӗҫленӗ чух.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫывӑрма вӑл, упа тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑпне илсе, лупас тӑрне, вӑрман шӑрши перекен утӑ купи ҫумне, хӑпарса выртрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тар шӑрши перекен хӑмӑр кӗпине ешӗл курӑк ҫине сарса хучӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗҫҫе йӑваламалли, наци апат-ҫимӗҫӗсем хатӗрлекен, ухӑран перекен, наци костюмӗсене тӑхӑннӑ фотосессисем, юланутпа ҫӳремелли мастер-классем тупаҫҫӗ, - тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт Республикинчи предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов.
Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстанра чапа тухнӑ "Шкул туризмӗ" программӑна ӑсталӑх-классем тӗрлӗлетнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3416881
А почему то нашим родителям никто не давал путевок, — хутшӑнчӗ харкашӑва чӑвашла пӗлмӗше перекен Митя.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ҫӑкӑр тӑсса паракана чулпа перекен ҫынна епле каҫарӑн!
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Алтаккин пичей пӑшалне йӑтаканни вара — чи телейли, мӗншӗн тесен упанни пек тӗл перекен пӑшал тӗнчере урӑх пӗрре те ҫук!..
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Йытӑсем пек вӗрентсе хатӗрленӗ, вутпа перекен пӑшал тытнӑ салтаксене ҫӗнтерме питӗ йывӑр.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эсир, Танталов юлташ, питӗ тӗл перекен сержант.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Тӑшман танкӗсем, хӑйсене хирӗҫ текех перекен ҫуккине кура, ҫӗлен пек малалла шӑваҫҫӗ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Ура айӗнче пӗр-икӗ ҫӗрте, хӑрӑк турат хуҫӑлса, сас турӗ, анчах ӑна перекен те, ун умне тухакан та пулмарӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Тепӗр минутран Левенчук пӗр пысӑк чул купи хыҫӗнчен перекен гитлеровецсем ҫине граната ывӑтса ярать.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Лайӑх тӗл перекен тӑватӑ партизана суйласа илчӗ те вӗсене вунӑ метр маларах илсе кайрӗ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Паллах, вӗсен хушшинче сӑмах вылятса ҫӑвара мӗн килнине перекен те, сывпуллашу салтак юрри юхтаракан-сӑрӑхтаракан та, купӑс сӗвелекен те, ун кӗввипе пӗр килтерсе, шартлаттарса алӑ ҫупса, хоп-хоп тутарса, ура тупанӗнчен хӗлхем сирпӗтсе, ура куклетсе, ал тутри вӗҫтерсе тӑкӑртаттарса трепак е урӑх ташша илтерекен те пур.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Анчах эсӗ — вӑл мар, эсӗ кутӑна перекен ҫын кӑна.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вырӑссем халь вутпа перекен пӑшалсӑр, леш пищаль тенисӗр, ҫула тухмаҫҫӗ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапӑҫма ик енне те йывӑр пулчӗ: пӑлхавҫӑсен вутпа перекен хӗҫ-пӑшал сахал, стрелецсене ухӑпа лектерес тесен ирӗксӗрех ҫул хӗрне тухмалла; вырӑссем утсемпе ҫул пур ҫӗрте ҫеҫ вӑрмана кӗме, тӑшмана хӑвалама пултараҫҫӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эсир — вӑрманти халӑх, сире нимрен ытла вутпа перекен пӑшал кирлӗ.
3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.