Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пенӗ (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Космоса пӗрремӗш ҫын вӗҫсе кайнӑ кун Егор Петрович хӑйӗн вырӑнӗ ҫумӗнчех чалӑшшӑн тӑракан туйине ҫурмаран хуҫса кӑмака умнелле пенӗ те чӗлӗм тивертсе янӑ, вара тайкалана-тайкалана урама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн халӑха ҫакса та вӗлернӗ, вутра та ҫунтарнӑ, хӗҫпе те каснӑ, пӑшалпа та пенӗ, вӑл ҫавах вилмен.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вунҫиччӗмӗш ҫулхи ноябрь каҫӗнче «Аврора» крейсер ҫав тӗттӗмлӗхе хӑйӗн вӑйлӑ прожекторӗсемпе сирсе янӑ, ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланни ҫинчен пӗлтерсе, тупӑран пенӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Апла пулсан, эсӗ мана ҫак ҫӗр тенкӗ тӑракан япалана мӗншӗн парнелесшӗн? — хӑйӗннех пенӗ Савельич.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӗнеке тухнӑ тӗле Херш вӑл документсем ҫине таянса ҫырнӑ пая кӑларса пенӗ, ҫапах та пӗр ӗҫпе аппаланакансен унӑн профессионализмӗ пирки иккӗленӳлӗх юлнӑ.

Отсылки к документам Херш из книги к этому времени уже удалил, однако сомнения в его профессионализме у коллег остались.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулнипе савӑннӑран авса хунӑ ҫамрӑк йывӑҫа ухӑ пенӗ пек хӑвӑрттӑн вӗҫертсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Эпӗ ҫиччӗллӗ явнӑ пушӑпа пӑшал пенӗ евӗр шартлаттарса ҫапма та вӗренсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

— Сана, чӗмерене, хамӑрӑн лайӑх кӑмӑл пулмасан, тахҫанах кӑларса сирпӗтмелле те коллективран, пиҫене тырӑ анинчен тӑпӑлтарса пенӗ пек…

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кустӑрма умне пенӗ ҫав каскана илсе пуҫӑнтан кӗрӗслеттерсен, халь те ҫылӑх пулмасть.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чупай ялӗ ҫывӑхӗнче пӑшал пенӗ сасӑ илтӗннӗ.

24 ноября около деревни Чубаево раздался выстрел.

Пӑшие персе вӗлернӗ икӗ арҫынна тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36681.html

Ӗлӗк чух вӑйӑра вӑй виҫнӗ, ухӑран та пенӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пенӗ сасса илтсе темиҫе салтак чупса ҫитрӗ, анчах шур ӳтлӗ этеме курсан, пӑрахса кайрӗҫ.

На выстрел подскочило несколько солдат, но, увидев белого, они отошли.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вара каллех ку унӑн сасси, вӑл кӑшкӑрни пулмарӗ — ытла та хытӑ, револьвертан пенӗ сасӑ пек янраса кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Эсир халь ун ҫинчен манса кайма пултарнӑ, — ҫине тӑрсах хӑйӗнне пенӗ следователь.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче вара вӑл взрыв пулнине илтрӗ, ун сасси автоматсенчен пенӗ сасӑсене хупласа лартрӗ…

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нимӗҫсем пур енчен те чупса пынӑ, автоматсенчен пенӗ, анчах вӑл пурӗ пӗр вӗҫсе хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫуран ҫӳрекен ҫын пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Етӗрне ҫулӗ хӗррипе утса пынӑ чухне ӑна такам пневматика винтовкинчен пенӗ.

Из рассказа пешехода служителям в погонах следует, что когда он шел вдоль Ядринского шоссе, кто-то выстрелил в него из пневматической винтовки.

Ҫынна пӑшалпа пенӗ-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35804.html

– Ухӑпа пенӗ чух эпӗ ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче пулатӑп пулӗ тесе шутлатӑп! - ҫирӗппӗн каланӑ Бахтияр.

– Думаю, что по стрельбe из лукa я буду в числe победителей! – уверенно заявил Бахтияр.

"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/eme/2023-08-12/b ... le-3384390

Виҫ енчен виҫ пулеметпа пенӗ пек тытӑнаҫҫӗ ҫунтарма, тӳсме ҫук!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Минтерсене ҫурса, тӗкне силлесе тӑкнӑ, стена ҫумӗнчи картинӑсене урайне пенӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех