Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пеме (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Анчах вӑл, пирӗн пата ҫывхарсан, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ те темскер ҫухӑрашса автоматран пеме пуҫларӗ, ҫичӗ салтака тата икӗ йытта вӗлерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах хӑвна пеме мар…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Аманнӑ командира пӑрахса хӑварма юрамасть, — терӗ Зина, ман алӑри пистолета туртса илсе. — Эсӗ халь тӑшмансене пеме пултараймастӑн. Хӑвна ху вӗлерни — ухмахла япала», — татса хучӗ вӑл юлашкинчен, ман шухӑша темле тавҫӑрса илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ, мӗн, пӑшал пеме пултараймастӑп-и?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтисем пеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тупӑсемпе пеме чарӑнсан, пирӗн ҫинелле нимӗҫ танкӗсем килнине куртӑмӑр, — тет Харис.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑшал пеме ӑста, пӗлтӗр вӑтӑр куян тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Минометсемпе пеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗҫе пеме тӗлленӗ винтовки персе яраймарӗ…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗҫсем пеме чарӑнсанах, хамӑрӑннисем кӗпер урлӑ каҫса малалла ыткӑнӗҫ тесе шутласшӑнччӗ вӑл, анчах ҫав кунах вӗсен полкӗ каялла чакма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнер ҫеҫ ялсенче, хуласенче ирӗклӗн ҫӳренӗ ҫынсене кунӗ-кунӗпе хула хӗрринчи ҫерем ҫинче салтакла уттарчӗҫ, калта пек вӑр-вар шума, тӗл пеме, тӑшмана штыкпа чикме, пӗчӗк кӗреҫепе окоп чавма вӗрентрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Атте-анне пире унталла та кунталла яма тӑрӑшмастчӗ, анчах эпир ҫуркунне ҫырма ҫамкисем типсен «пугачпа» пеме, кӗл айӗнче ҫӗр улми пӗҫерме кайкаласа килеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Акӑ тупӑсем пеме чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Путинпа Лула да Силва мирлӗ халӑх хушшинче вилнисен шучӗ ӳснипе пӑшӑрханнине палӑртнӑ, пеме хӑвӑртрах чарӑнма, Газ секторӗнчен ют ҫӗршыв ҫыннисене эвакуацилеме, анклава пӗр чӑрмавсӑр гуманитари пулӑшӑвӗ илсе пырассипе тивӗҫтерме кирлине палӑртнӑ.

Путин и Лула да Силва выразили серьезную обеспокоенность ростом числа жертв среди мирного населения, подчеркнули важность скорейшего прекращения огня, проведения эвакуации иностранцев из сектора Газа, обеспечения беспрепятственной доставки гуманитарной помощи в анклав.

Путин Бразили президенчӗпе Украинӑри тата Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... vn-3493801

Ача-пӑча ҫуртсем умӗнче вылянӑ, ухӑ пеме вӗреннӗ, пӗчӗк хӳшӗсем тунӑ.

Дети играли у жилищ, учились стрелять из луков, строили маленькие хижины.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Фронтра, эпӗ тӑшман тылӗнчен хамӑрӑннисем патнелле тухнӑ чух, мана тӑшмансемпе дезертирсене пеме тӳр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Штрафланисӗр пуҫне автоинспекторсем йӗркене пӑсакан пленкӑна вунӑ кунран кая юлмасӑр сӳсе пеме ыйтӗҫ.

Помимо штрафа, автоинспекторы предпишут нарушителю снять пленку не позднее, чем через десять дней.

Машшин фарисемшӗн малашне правасӑр юлма пулать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36148.html

Пеме тытӑнсан, ниҫта кайса кӗреймӗн…

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Туристсен ушкӑнне хутшӑнакансем «Торатау» геопарка ҫитсе курнӑ, шихансем ҫине улӑхнӑ, борт утарне экскурсине кайса курнӑ, ухӑпа пеме тата лашапа ярӑнма пултарнӑ.

Участники туристической группы посетили геопарк «Торатау», взобрались на шиханы, совершили экскурсию на бортевую пасеку, смогли пострелять из лука и покататься на лошадях.

Пишпӳлек районӗнчи аслӑ ҫулти ҫынсем Торатау кайса курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3369607

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех